Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

экипажӗ (тĕпĕ: экипаж) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак астӑвӑм кунне «Апполон-11» карап экипажӗ Уйӑх ҫине аннӑранпа ҫулталӑк ҫитнине палӑртса йӗркеленӗ.

в ознаменование годовщины первой высадки астронавтов экипажа корабля «Аполлон-11» на Луну.

Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

«Аполлон-11» экипажӗ, сулахайран сылтӑмалла: Нил Армстронг, Майкл Коллинз, Эдвин Олдрин-кӗҫӗнни.

Экипаж «Аполлона-11», слева направо: Нил Армстронг, Майкл Коллинз, Эдвин Олдрин-младший.

Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Халӗ те вӗсен экипажӗ ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Иккӗмӗш корвет экипажӗ, карапа ҫӑлас тесе, хӑйсен карапне ӑшӑх вырӑна кӗртсе лартнӑ.

Экипаж второго корвета, чтобы спасти корабль, посадил его на мелководье.

Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Кӳлмеке ҫитсен тӗрлӗ вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫакан тата унӑн экипажӗ Гаспе заливне пырса тухнӑ, унта вӗсем кӗтмен ҫӗртсен кӑк америка халӑхӗн пысӑк ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ.

В заливе исследователь и экипаж посетили различные места и вышли к заливу Гаспе, где у них состоялась неожиданная встреча с большой группой коренных американцев.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Экипажӗ пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чкалов экипажӗ Америкӑна полюс урлӑ кӗске ҫул хывни Совет авиацийӗн хӑватне, Совет ҫӗршывӗпе Коммунистсен партийӗ пӑхса ӳстернӗ ҫынсем паттӑр пулнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Самолет экипажӗ кӗске те пӗрешкелтерех хыпарсем кӑна пӗлтерет: «Пурте йӗркеллӗ», «Малалла вӗҫетпӗр».

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

АНТ-25 самолет экипажӗ, пӗр канмасӑр 56 сехет те 20 минут вӗҫсе, 9374 километр кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унӑн экипажӗ эпидемире пӗтнӗ-и е, карапа пӑрахса хӑварса, чӑтлӑх вӑрманта выҫлӑха, тискер кайӑксене пула вилнӗ-и? — ҫакна пӗлме май ҫук.

Вымер ли ее экипаж от эпидемии, или, бросив судно, погиб в чаще от голода и зверей? — узнать было нельзя.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Экипажӗ пысӑках мар, 20 ҫынна яхӑн ҫеҫ, вӗсем хушшинче виҫӗ чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Пӗр сӑмахпа — «Чӑмав» экипажӗ, манӑн калава ҫӗкленӳллӗн итлес тесе, чӗлӗмӗсене сайраран ҫеҫ тултаркалать.

Словом, экипаж «Нырка» только изредка набивал трубки, чтобы воодушевленней следить за моим рассказом.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ильгизар Мардеев экипажӗ 17 вырӑна тивӗҫрӗ, ҫӗнтерӳҫӗрен ӑна 38 минут уйӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Шухӑшлисен экипажӗ.

Экипаж задумчивых!

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

«Марианна» экипажӗ».

Экипаж «Марианны».

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ҫирӗм икӗ хутчен, капитан, тата ҫирӗм виҫҫӗмӗшне «Тинӗс ҫӗленӗн» экипажӗ валли; вӗсем ҫыру итлеме хӑнана килнӗччӗ.

— Двадцать два раза, капитан, да еще двадцати третий для экипажа «Морского змея»; они пришли в гости послушать.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хулана ҫитсен тепӗр кунне хуҫа мана хӑйӗн экипажӗ ҫине лартса столицӑпа паллаштарма илсе кайрӗ.

На другой день по моем приезде хозяин усадил меня в коляску и повез осматривать столицу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Танк экипажӗ — вунвиҫӗ ҫын.

Экипаж танка состоит из тринадцати человек.

Тӑшман оборонине татса кӗмелли танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Танк экипажӗ ӗлӗк тракторист пулса ӗҫленӗ юлташсенчен чӑмӑртанчӗ, анчах батарейне батарея тесе ҫитермех те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем валли эпир тупӑсем хатӗрлеймен-ха.

Танковый экипаж сформировали из бывших трактористов, правда, батарея была не совсем обычной — без пушек.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапла каларӗ те вӑл, хӑйӗн экипажӗ ҫине ларса, полицейскисем патне вӗҫтерчӗ.

И умчался в своем экипаже за полицейскими.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех