Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратакан (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь акӑ ир тӑрсан ӗҫе васкамалла мар, кунӗпех канлӗхре пурӑнатӑн, анчах ватӑ ҫыншӑн кӗлеткере ыратакан вырӑнӗ тӑтӑшах тупӑнать, ҫавӑнпа пӳртрен урама тухмастӑп, кӗнеке алла тытатӑп, телевизор пӑхатӑп е радио итлетӗп - сехет йӗппи ҫаплипех малалла шӑвать те, каҫ пулнине те сисместӗп вара тепӗр чух, - пӗлтерчӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Хӑрушлӑх иртсе каянҫи пулсан тин, ыратакан аллине хыпаласа, лесник: «Ылтӑнӑм, ахахӑм, — тесе йытта мӑйӗнчен икӗ аллипе те ҫатӑрласа ыталаса илет, — епле пӗлтӗн кунта килме?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ахальтен ӗҫтермен пуль-ха сана Хура Ҫимун», — алӑк янаххи ҫине ларса, ик аллипе ыратакан пуҫне ярса тытрӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫумӑр килет, — терӗ Натюк аппа, ыратакан пилӗкне тытса, — унччен епле те пулин ҫыхса пӗтересчӗ, ачасем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасси тӑрӑх ӑнланмастӑн — савӑнӑҫ салтакӑн е ыратакан чунне йӑпатать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратакан чӗре мӗне те пулин шаннӑччӗ-ха, тен, мӗнле те пулин ҫутӑ пулмалла тетчӗ — телей мар-тӑк, йӑпанӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темле тӗлӗнмелле шалти вӑй-хӑватпа вӑл ҫӗкленчӗ, ыратакан ҫурӑмне аран-аран тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫынсем хурланса, пыр тӗпӗпе юрларӗҫ, калӑн сассисене ыратакан чӗрисенчен кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл куҫӗсем ыратакан пуличчен пӑхрӗ, Павлик ҫав тери уҫҫӑн курнӑ кӗмӗл пӑнча курма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн вӗчи ыратакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ те, ав, иртен пуҫласа каҫчен, хул калакӗсем ыратакан пуличченех баранкӑна ҫавӑратӑп, обществӑшӑн тӑрӑшатӑп, темелле, халь акӑ сире фон-барон пек лартса килтӗм…

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Хам та пуҫ купташки ыратакан пуличченех шухӑшларӑм, шанчӑклӑ юлташсем те каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Эрне ҫитрӗ — шыҫӑ хухмарӗ, ыратнӑҫемӗн ыратакан пулса пычӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Каплах ыратакан марччӗ, ӗнер пӗрене ҫӗкленӗ чухне темӗнле мелсӗр тытрӑм-и — ҫатӑр! ыратса килчӗ, халӗ те тамалмасть…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ҫу-ук, — тарӗ те, ыратакан чавсине сылтӑм алӑпа тытса, алӑкӑн-тӗпелӗн утса ҫаврӑнчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Хул, кӗлетке айне лексен, юн ҫывӑрса ларать те ыратакан пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кас-кас ыратакан алла пӗрене турттарнӑ чух татах ыраттарсан вара — чикки вӗҫне тухрӗ пулмалла: Укахви малтанхи хут ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Юлашкинчен Укахви ыратакан аллине тимӗр койка пуҫӗнчен тытса ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темскер хӑрах хул — суллахаййи — чавса кукрашки тӗлӗнчен ыратакан пулса ларнӑ, те ҫывӑрнӑ чух аяк айне лекнӗ вара: ҫӗрӗпех манӑҫ памарӗ вӑл, темӗнле шалтан туртса ыратать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех