Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылханатӑп (тĕпĕ: ылхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ вӑрҫӑ кӑларасшӑн хыпӑнса ҫунакансене ылханатӑп.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ылханатӑп!..

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ылханатӑп сана!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗтӗм Пикавай таврашне ылханатӑп!..

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ылханатӑп!..

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ылханатӑп комсомол таврашне!.. — те макӑрать, те ахӑрать ҫиллине шӑнарайман хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

У-у, ылханатӑп ку мӑрсасен ӗҫкине!

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана вара эпӗ ку тӗнчере те, леш тӗнчере те чунтан-чӗререн ылханатӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ылханатӑп сана, Урасмет! — лашана вырӑнтан тапратас умӗн каялла ҫаврӑнчӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ылханатӑп!

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иксӗре те ылханатӑп!

Будьте вы обе прокляты!

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Жиль, — терӗ вӑл, — юрататӑп та ылханатӑп сана!

— Жиль! — сказала она, — и любить и проклинать буду тебя!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Хӑрушла пуйса килсе эсӗ мана, хӑвӑн яланхи ҫулташна, чӗптӗм пай ҫеҫ патӑн. Ылханатӑп сана. Эпӗ сана тата аскӑнчӑк Неррӑна пӑрахса хӑварса кукка патне каятӑп, унта пилӗк ҫултан, чее ҫапкаланчӑк, санран ытларах пуйма тӑрӑшатӑп».

Прибыв страшным богачом, ты дал мне, всегдашнему твоему спутнику, жалкую часть. Будь проклят. Я уезжаю от тебя и развратной девки Нерры к своему дяде, где постараюсь лет через пять разбогатеть больше, чем ты, хитрый бродяга».

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Чӗрӗ турӑ ячӗпе ылханатӑп сире: аса илӗр хӑвӑр вырӑс ҫыннисем иккенне, пӑрахӑр тӑванлӑ юна тӑкма.

Именем Бога Живого заклинаю вас: вспомните, что вы русские люди, и перестаньте проливать братскую кровь.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кам императора пӑхӑнать е пулӑшать, ҫавсене пурне те ылханатӑп, тесе пӗлтернӗ вӑл.

Он объявил, что проклянет всех, кто будет подчиняться императору или помогать ему.

Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ватӑ Том Редрэта, чарӑнмасӑр мӑкӑртатаканскере тата ятлаканскере, пӗтӗм чӗререн ылханатӑп.

Всем сердцем презирал я старого Тома Редрута, который только ворчал и скулил.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ылханатӑп сана!..

Будь проклята!

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кайран каллех нимӗҫсене: «Чуниллисем, паян та, ӗмӗр-ӗмӗре ылханатӑп сире!» — тесе кӑшкӑрать.

А потом опять немцам: «Ироды! Будьте прокляты отныне и до века!»

Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.

— Кӗрсе вӑркӑнап ларӑва, ҫиллӗм тулнӑ, ятлап, ылханатӑп хам ҫав тери.

Взъяренный, на заседание врываюсь лавиной, дикие проклятья доро́гой изрыгая.

Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.

Мӗскер кӑна хӑтланмаҫҫӗ вӗсем, путсӗрсем, вӗсем мӗн хӑтланни ҫинчен каласа та пӗтереймӗн, вӗсем ҫинчен калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть — пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе каять; вӗсене эпӗ ҫав тери ылханатӑп, ҫав тери кураймастӑп — Костьӑшӑн, тӑванушӑн, тавӑрасшӑн эсӗ вӗсене, эсӗ фронта тухса каясшӑн.

Чего они творят, мерзавцы, не перескажешь, язык не поворачивается — такой страх; презираю я их и ненавижу — за Костю, за брата. Мстить им хочешь, на фронт решил.

9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех