Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шлепкине (тĕпĕ: шлепке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аf = Ар ӗҫсен пӗртанлӑхӗнчен 2πRF = Рh пулни курӑнсах тӑрать, ҫакӑнтан ӗнтӗ: Винт хочӗ унӑн шлепкин ҫавракӑшӗнчен миҫе хут пӗчӗкрех, винта лӑпкӑ тытса тӑма, е сӗртӗнӳсӗр пӗртикӗс куҫарма винтӑн шлепкине лекнӗ вӑй та унӑн тӗнӗлӗ тӑрӑх тивекен вӑйран ҫавӑн чухлӗ хутах пӗчӗкрех пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Винт ходне h саспаллипе; винт шлепкин радиусне R; винтӑн тӗнӗлӗ тӑрӑх тивекен сопротивлени вӑйне Р; винт шлепкине сӗртӗнекен лини тӑрӑх тивекен вӑя F саспаллипе паллӑ тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Чалӑштарса мӑн шлепкине пӑхать вӑл вӑрттӑн вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Борсалино шлепкине мафиозисем тӑхӑнма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тӗп инженер патне шлепкине ӗнсе ҫине антарса лартнӑ, пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын васкаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Суя чапҫӑ пысӑк савӑнӑҫпа ӑна шлепкине хыва-хыва хуравларӗ.

А честолюбец опять стал раскланиваться, снимая шляпу.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Таранов шлепкине хывса пӑтана ҫакрӗ те плащ тӳмине вӗҫертсе диван ҫине ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Апла пулсан тепӗр чухне калаҫӑпӑр, — шлепкине тӑхӑнчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эсир Тимахван мучи мар-и? — шлепкине ҫӗклесе ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тутӑхнӑ пӑта шлепкине те тӑруках асӑрхаймӑн, ҫурӑма шӑпах ҫав тӑрӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӳҫне-пуҫне якатса Тӑхӑнать сарӑ шлепкине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Салтак-капрал шлепкине аллипе хыврӗ, Урхана пуҫ тайса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Лайӑх ҫынсем эсир, паллашас килет сирӗнпе, — шлепкине хывса алӑ тӑсрӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Уҫланкӑ хӗррине ҫитсен Ула Тимӗр, татӑклӑ кӗрешӳ умӗн мӗн пур вӑй-халне пӗр чӑмаккана пуҫтарса карӑнтарма тӗллев тытнӑ пек, каллех чарӑнса тӑчӗ, рюкзакне тӳрлетсе илчӗ, шлепкине пусарсарах лартрӗ, шӑлавар кӗсйинчен кӑларса аллине хуҫмалла ҫӗҫӗ — ҫава ҫӗҫҫи — тытрӗ (вӑрманти тискер кайӑксенчен чылайӑшӗ ҫӗрлехи вӑхӑта юратать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кӗтмен хыпара пула Ревлен Петрович пӗр хушӑ чӗлхесӗр ҫын евӗр анӑраса тӑчӗ, унтан аллинчи шлепкине тӑхӑнма мансах пӳлӗмрен вирхӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Цэрнэ мастер хаваслӑ куҫӗсемпе пӗр машина хыҫҫӑн теприне ӑсатрӗ, шлепкине аллинче тытса пӗр хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.

А мастер Цэрнэ все стоял неподвижно со шляпой в руке, провожая горящими глазами машину за машиной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Цэрнэ шлепкине тӑхӑнчӗ те хӑвӑртрах малалла утрӗ.

Цэрнэ надевает шляпу и прибавляет шагу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пынӑ ҫӗртех вӑл шлепкине хывса ҫамки ҫинчи тарне сӑтӑрса илчӗ.

Па ходу он снял шляпу, вытирая пот со лба.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех