Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавлӑн (тĕпĕ: шавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсерен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсен Урмаел ялӗнче шавлӑн Сабантуй уявӗ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Унта-кунта вырнаҫкаласа ларсан каччӑсем шавлӑн калаҫма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ача-пӑчасем кӑна шавлӑн выляҫҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кил хушшинче хурсем шавлӑн какалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗр ытамлӑх вакласан, шанкӑсене пӳрте йӑтса кӗчӗ, кӑмака умне урайне пӑрахрӗ, лешсем шавлӑн ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хальлӗхе никам та шала кӗмест-ха, ҫивӗч ыйтӑва шавлӑн сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑнтӑртан вӗҫсе килнӗ кайӑксем шавлӑн йӑва ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ытлашши хытӑ шанлаттарнӑран, стена янравлӑн чӗтренсе илчӗ, тем шавлӑн шанлатрӗ урайне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арҫынсем хӗрсех шавлӑн тавлашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачасем ҫиме тытӑнчӗҫ, шавлӑн калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ваҫук алӑка уҫсанах пӳртре хӗрсем шавлӑн калаҫни илтӗнчӗ, тулти пӳртре милӗк шӑрши килет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куракансем цирка куҫарасла шавлӑн ал ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем тӑруках сиксе тӑрса, сӗрлеме пуҫларӗҫ, кӗнеке-тетрадьне сумкисене персе чикрӗҫ те ушкӑн-ушкӑнпа шавлӑн урамалла вирхӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Архипов ним пулман, никама та асӑрхаман пекех шавлӑн калаҫать, пӗр сумкине Болтран вӗҫертрӗ те темиҫе электрод илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ял Советне шавлӑн пырса кӗчӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн чуль пурӑнатӑп, кун пек ҫуркуннене астумастӑп, — ялти патриарх Калта Уртемейӗ тимӗрҫӗ лаҫҫине шавлӑн пырса кӗчӗ те Ванюша алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак вӑхӑтра Ҫырма леш айккинчи касран, халӑхра ӑна «Турци» теҫҫӗ, ҫамрӑксем шавлӑн килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамра ҫӳрекен халӑх тӗлӗнсе чарӑнса тӑрса пӑхать, шавлӑн калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑйӑҫсем пӗр минут хушши шавлӑн сӳтсе яваҫҫӗ.

Минута обсуждения проходит бурно.

«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315

Шавлӑн калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех