Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗреме (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑрӑн тахҫанах чӗреме ҫухатнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Туррӑн Удмурт ҫӗрӗнче пурӑнакан Елена чури: «Пӗррехинче эпӗ, — тесе ҫырать хӑй пирки, — хам пӑрахнӑ ачамсене куртӑм тӗлӗкре. Вӗсен пӗрин те алли-ури ҫук (миниаборт вӑхӑтӗнче алури татӑла-татӑла ӳкет иккен)… Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ питӗ пӑшӑрханма, ӳкӗнме тытӑнтӑм. Хам тунӑ усал ӗҫӗм манӑн чӗреме ҫунтармаллипех ҫунтарма тытӑнчӗ. Эпӗ халь аван пӗлетӗп: вӗсене вӗлернӗшӗн ман ӗмӗрӗм вӗҫленичченех ӳкӗнсе, асапланса, вӗсемшӗн Турра кӗлтуса пурӑнма тивет…»

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Эсӗ мана кунта чавса пытарсан, чӗреме ытла та пӑчӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ те вара, эсӗ ҫирӗп чунлӑ иккенне курса, чӗреме кантарам.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман чӗреме темӗн чӑтма ҫук хыттӑн пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗте вӗҫтерсе, чӗреме ҫӗклесе Илӗртетчӗ мана ҫӗрӗпе!

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Ҫав вӑрттӑнлӑх мана пӗр минут та канӑҫ памӗ, чӗреме кунӗн-ҫӗрӗн кӗве пек кӑшласа тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ах, хурлӑх чӗреме хӑртать; Куратӑп: сан ҫинче ун юнӗ».

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чи йывӑр вӑхӑтсенче ман чӗреме юратупа асаттесем ҫинчен асӑнни хаярлантарма памастчӗ.

В самые сложные времена любовь и память о предках не позволяли моему сердцу ожесточиться.

«Манӑн тӑван, юратнӑ Чӑваш Ен…» // Пишу и не жужжу. https://t.me/ZHURNALIST_Komarova/197

Тӑруках чӗреме пӗтӗм юн капланса тулчӗ.

Вдруг вся кровь хлынула к сердцу.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тоббогана тавӑрас тесе тӗв турӑм та — чӗреме хӗстерсех ҫав тӗлтен аяккарах та аяккарах уттартӑм, хам мӗн тунинче япӑххи нимӗн те ҫуккине пӗтӗмлетрӗм те — пуҫӑма пӗр сӑмах кӗрсе вырнаҫрӗ: «Часрах, часрах, часрах!».

Я решила наказать Тоббогана и, скрепя сердце, стала отходить от того места все дальше и дальше, а когда я подумала, что, в сущности, никакого преступления с моей стороны нет, вступило мне в голову только одно: «Скорее, скорее, скорее!»

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ланфиера итленӗ вӑхӑтра, ырӑ ҫыннӑмӑр, манӑн чӗреме хӗссе лартрӗ.

— Сердце у меня сжалось, сударь, когда я слушал его.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тен, манӑн чӗреме те…

Может быть, и в моем также.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Унта каланӑ кашни сӑмах… — пуҫларӑм тӗлӗнсе хытса тӑракан мӑн ҫыннӑннилле чаплӑ пуплевӗмпе, — кашни сӑмах манӑн чӗреме ҫав тери тарӑн кӗрсе упранчӗ, нихӑҫан манӑҫми…

— Ни одно слово, сказанное там, — произнес я в лучшем своем стиле потрясенного взрослого, — не было так глубоко спрятано и запомнено, как в моем сердце.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Итлесемӗр, — хирӗҫлерӗм эпӗ чӗреме чӗрмелесе, — манӑн сӑмахӑмсем сире кӳрентереҫҫӗ тӗк — мана дуэле чӗнме пултаратӑр, анчах, пӗлетӗр-и, унта халӗ хӗрсе кӑна ҫитнӗ.

— Послушайте, — возразил я скрепя сердце, — можете вызвать меня на дуэль, если мои слова будут вам обидны, но, знаете, сейчас там самый разгар.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫаксене кӑларса тӑратрӑм та — чӗреме хыттӑн туклатма хистекен кӗнекене алӑран чи кӑсӑк вырӑнта туртса илнӗн туйӑнса кайрӗ.

Как я представил это, у меня словно выхватили из рук книгу, заставившую сердце стучать, на интереснейшем месте.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла хама татӑклӑ йышӑннӑ шухӑшӑн хуйхӑллӑ мӑнаҫлӑхӗпе чӗреме йӑпатса хама тата ытларах хавхалантаратӑп, хам мӗн туни чӑннипех мӗне пӗлтернине те тавҫӑрса илми пулса тӑтӑм.

Все больше и больше упиваясь сознанием мрачной торжественности принятого решения, все более разжигая себя, я дошел до того состояния, когда смысл поступков начинает терять свое настоящее значение.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

О генерал, енчен те эпӗ сире хамӑн чӗреме уҫса кӑтартайсан-и?

О генерал, если бы я мог открыть вам мое сердце.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Манӑн тӗлӗнмеллерех мухтавӑм маншӑн — совеҫлӗ, мана шанни, турӑшӑн та, чӗреме иментерет.

 — Совестна мне странная моя слава, и надежды на меня, ей-богу, конфузят сердце.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

«Манӑн мӗскӗн чӗреме мӗн тери йӑпатрӗҫ ҫакӑ сӑмахсем!

«Как это утешило моё бедное сердце!

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех