Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхине (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс тата чӑваш чӗлхисене танлаштаруллӑ тӗпчев ӗҫӗсене пичетлесе кӑларнӑ; ют ҫӗршыв ҫыннисене вырӑс чӗлхине вӗрентмелли методика ыйтӑвӗсене хускатнӑ.

Опубликовала работы по сравнительному изучению русского и чувашского языков; затронула вопросы методики преподавания русского языка иностранцам.

Алексеева Анисса Павловна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Чӗлхине ҫухатрӗ старик, ҫынсене паллайми те, утайми те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Эсӗ мӗн… мана калле… каллех вӑрҫасшӑн-и? — терӗ вӑл, ҫыхланакан чӗлхине аран-аран ҫавӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ара, кайӑк чӗлхине ӑҫтан пӗлес-ха ман?

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Вовӑн Мамийӗ вырӑс чӗлхине темле те кукӑртса, муталаса пурӑнни ҫавнах ҫирӗплетсе парать те ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине юратман ҫын ашшӗ-амӑшне хисеплени пирки иккӗленмелли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вали, хӑй генерал пулин те, намӑс-симӗсе пӗлмесӗ-рех чӗлхине япӑлт кӑларса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗрачасем кулса ячӗҫ, вӗсемшӗн те кӑмӑллӑ пулчӗ тӑван чӑваш чӗлхине итлеме.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Мӑнукӑрсене чӑваш чӗлхине вӗрентме сӗнес килет манӑн сире.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Анчах шел, тухса каятпӑр тӑван енрен, ерипен манса пыратпӑр аннесен сӗчӗпе вӗреннӗ чӑваш чӗлхине, уйрӑмах пирӗн ачасемпе мӑнуксем, вӗсене кунти шкулсенче чӑвашла вӗрентмеҫҫӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӗвел Тусӗ хур чӗлхине пӗлеймерӗ пулас, чӗпписенчен пӗрне малти тяппипе унтан та кунтан тӗккелет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вихтӗр тӗлӗннипе хытса кайсах шухӑшлать: «Эй, чӑн та, лайӑх иккен кайӑк чӗлхине пӗлни!..»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

«Ӑхӑ, — тет Вихтӗр хӑйне хӑй, — манӑн та кайӑк чӗлхине вӗренме, ҫутҫанталӑка сӑнама тытӑнмалла…»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кайӑк чӗлхине ӑна тӑнлама пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кашниех ҫутатать тата, кашнин ҫине пӑхсанах е тӗлӗннӗ ачана курать Вихтӗр, е тарӑхнипе чӗлхине кӑтартакана.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Е.Матюшова вулавӑшсемпе Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ Хушӑвне тӗпе хурса ӗҫе йӗркелемелли пирки калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Ҫак мероприяти ачасен асӗнче нумайлӑха юласса, чӑваш чӗлхине малашне те юратма пулӑшасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ҫын чӗлхине килекен, ун ҫӑварӗн ҫекӗлӗнчен вӗҫерӗнсе тухакан сӑмахсем — этемӗн иккӗмӗш паспорчӗ, унӑн иккӗмӗш сӑн-сӑпачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Эп, мӗн, пӗчӗк-им? — шухӑшлать шӗшлӗ хуҫи, чӗлхине апла та капла вылятса, пушӑт тирекен сылтӑм аллине пикенсех пулӑшнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч пиччӗр чӗлхине кӑларсах муталанса ларнине курсан, чӗлпӗмсем, йӗрсе ярас килет те, ним тума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех