Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗшкӗнсе ларнӑ чух унӑн медалӗсемпе орденӗсем пӗр-пӗрне перӗнсе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Йытӑсене кӑкарнӑ сӑнчӑрсемпе пралук ункисем ҫеҫ чӑнкӑртатаҫҫӗ, хушӑран хушӑ тытса килнӗ выльӑх те тунсӑхласа, те шывшӑн макӑрса илет.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Утнӑ май хӗрсен тенкисем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӗсен аллисемпе урисенче тимӗр сулӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, капӑрлатнӑ ҫӳҫӗ тӗрлӗ тӗслӗ татӑк-кӗсӗкпе чӑпарланнӑ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Сайра ӳсекен курӑклӑ уйпа чикӗленнӗ сарлака чул картишре арестантсем ҫурма ункӑн икӗ ретпе тӑрса тухрӗҫ; тӗллӗн-тӗллӗн тылӑсем лӑпкӑн чӑнкӑртатаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Анчах унта чӑн-чӑн илем; унта — ҫапларах япаласем!.. — вӗсенче сӑмахсем кантӑка лекекен пӑр пек чӑнкӑртатаҫҫӗ…Но там подлинная красота, — есть вещи, о которые слова бьются, как град о стекло, — только звенит…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӗсем уйрӑлаҫҫӗ, ҫывӑхланаҫҫӗ; ҫӳлелле ҫӗкленнӗ хӳтлӗх-питлӗхсене леке-леке хӗҫсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.Они разошлись, сошлись; перед метнувшимися вверх щитами звякнули их мечи.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Чӳрече кантӑкӗсем ҫиҫӗмпе ҫутала-ҫутала аслати авӑтнипе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Яланхи пекех — шӑпах кӑнтӑрла; Пэдӑн ҫӑмлӑ хӗвӗнчен кӗленчесен ҫуллӑ мӑйӗсем кӑнтарса тӑраҫҫӗ, кукӑр урисем ярса пусмассерен савӑтсем пӗр-пӗринпе перӗнсе тунсӑхлӑн чӑнкӑртатаҫҫӗ, вӗсен виртуозӑн хурҫӑ апат хуранне мар, кӑкӑр ачин йӗрӗнекен хырӑмне юхса кӗмелле тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Унӑн сӑмахӗсенче тарӑхни сисӗнет, вӑл вӑшт-вашт хускалкалать, медалӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.В его словах звучит досада, он порывисто двигается, брякают медали.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӗмӗл пек чӑнкӑртатаҫҫӗ, — тенӗ тимӗрҫӗ.
Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Мӗншӗн тесен, пирӗн сӗтел ҫинче тӑракан стакансем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Пӑрахут ҫинче столовӑй пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Икӗ енӗпе те ҫӳлӗ ҫуртсем, чӳречисем темӗн чухлех, йӗри-тавра трамвайсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, автомобильсем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑртаҫҫӗ.
Мускав урамӗсем мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унӑн орденӗсемпе медалӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сехет пек вӑхӑт иртсен, уҫҫисем каллех чӑнкӑртатаҫҫӗ.
193-мӗш номерлӗ камера // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Грузовикӗн моторӗ, пӗрремӗш хӑвӑртлӑхпа ҫеҫ ӗҫленӗ пирки, хаяррӑн макӑрать, кустӑрмисем ҫине чӗркенӗ сӑнчӑрсем юра сирпӗтсе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Ура айӗнче унта та кунта гильзӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.Целые россыпи стреляных гильз звенели под ногами то тут, то там.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Урамра ҫывхаракан е иртсе каякан машинӑсем кӗрленипе пӳрт стенисем кисренсе илеҫҫӗ, кантӑксем чӗтренсе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Утнӑ май флягӑсем тата чӗн пиҫиххисем ҫумӗнчи тулли дисксем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.