Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртаса (тĕпĕ: чӑмӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нина! — терӗ вӑл, хӗрарӑмӑн аллине хӗрӳллӗн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Чӗререн саламлатӑп сире, Наташа, — терӗ Толя, хӗрарӑм аллине хӗрӳллӗн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сас-чӗвӗ тӑвас мар тесе, шӑлаварне иличчен, чӗн пиҫиххи тӑхине хыпаласа тупса, аллипе чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Каччӑ васкамасӑр тӑчӗ, чышкисене чӑмӑртаса, завхоз ҫывӑхнех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Узин ҫиллессӗн чышкине чӑмӑртаса тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унашкал сӑмаха, ывлӑм, ват пек йӳҫӗ куҫҫуль юхтарнипе те, чышкӑ чӑмӑртаса хӑлаҫланнипе те шалтан, чунран хӑваласа кӑларма ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗри, хура кӗрӗкли, юр чӑмӑртаса, чакаксене перкелесе пӑхать, лешсем, теме сиссе, пурпӗр пит аякка вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫуралма вӑл, малтанах каламаллаччӗ, чышкӑ чӑмӑртаса, тӗпекпеле ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Апла эсир вӑл Семен Павлович Краснов? — тата хыттӑнрах чӑмӑртаса силлерӗ вӑл Хура Ҫимунӑн аллине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир кӗрӗр-ха, кӗрӗр, Ваҫук, пӳртелле, — Ваҫукӑн аллине ӑшшӑн чӑмӑртаса, ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Иван пичче.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗпӗртенех килтӗм ак, — терӗ, Хура Ҫимун, Сантӑркка пултӑрӗн аллине чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура маска ҫав самантрах ӑна вӑйпа чӑмӑртаса илчӗ те, вӑр-вар лапчӑнса ҫаврӑнса, Ҫтаппан аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса йӑтрӗ те хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа аллинчи тӗссӗрленнӗ блокнотне хыттӑнрах чӑмӑртаса сиввӗн:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пыратӑр-и? — ыйтрӗ каччӑ, хӗр аллине хытӑрах чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Чышкине чӑмӑртаса Хветура патне пырать.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Мӗнле, ӑҫтан сиксе тухрӗ ку телей капла? — тӗлӗнчӗ вӑл, укҫа хутаҫҫине кӑкӑрӗ ҫумне хаваслӑн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Акӑ ҫакна курнӑ-и эс? — чышкине чӑмӑртаса кӑтартрӗ Лука Павлович.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ аллипе сылтӑм кӑкӑрне чӑмӑртаса тытрӗ — ҫӗр каҫа вӑл та карӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле Ванюшӑн аллине хыттӑн чӑмӑртаса тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех