Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайӑшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи агрослет чылайӑшӗн асӗнче юлӗ, уйрӑмах - Даниил Кирилловпа Виктория Матвеевӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче чи маттуррисем те хастаррисем пурӑнаҫҫӗ // Н.СМИРНОВА. http://alikovopress.ru/yalsenche-chi-mat ... nacce.html

Ялти кашни килте тенӗ пекех чылайӑшӗн ҫавнашкал пӗчченлӗх.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юнашарах пӗве, ҫыран хӗррипе йӑмрасем лараҫҫӗ, авалтан ӳсекен кӗрӗ йывӑҫсем, чылайӑшӗн вуллисем хӑвӑлланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫав ирсӗр вӑрҫӑ чылайӑшӗн кун-ҫулне амантса хӑварчӗ, ҫав шутра манӑннинчен те пӑрӑнса иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Чылайӑшӗн сыпӑклӑ кӗпе пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Спортла ярӑнма палӑртнӑ роликсенчен чылайӑшӗн пушмакӗ — ҫемҫе.

Ботинки большинства роликов, предназначенных для спортивного катания, — мягкие.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Чылайӑшӗн ыйтӑвне, вӗсем шаннине-кӗтнине тивӗҫтермесен те, ҫирӗмрен пӗрне ирӗке кӑлараҫҫех.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чылайӑшӗн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ҫак хӑрушӑ сӑмаха илтсен чылайӑшӗн чунӗ сӳлетсе илет, чӗри ыратса каять, куҫран куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ.

На наступившей неделе резкое изменение настроения.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чылайӑшӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ.

Период станет временем исполнения желаний.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чылайӑшӗн тӗлпулусенчен, вӗткеленӳрен канас килӗ.

Многим на этой неделе захочется отдохнуть от насыщенной встречами и общением жизни.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун ҫинчи ҫеҫкисем те, ытти ҫулпа танлаштарсан, икӗ хут сахалтарах, чылайӑшӗн ҫӳлти пайӗнче ҫеҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Чылайӑшӗн пӗтӗм ӗҫе вӗҫлеме, пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт ҫитнӗ.

Для большинства представителей знака пришло время завершения всех дел и подведения определенных итогов.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах чылайӑшӗн алӑкӗсем ҫинче пысӑк ҫӑрасем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайӑшӗн килӗ-ҫурчӗ ҫук, ҫавӑнпа ниҫта та каяймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗн хуравӗсене тупма республикӑра ҫак кунсенче пӗрремӗш хут иртнӗ «Чувашия Туристическая» регионсем хушшинчи форум пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Усси - куҫ умӗнчех: чылайӑшӗн чунӗнче вӑл е ку юмахӑн асамлӑ вӑйӗ тымар янӑ, хунавӗ вара папка хыҫҫӑн папка кӑларса хӗвел ӑшшинелле туртӑнма тытӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Вӗсен чылайӑшӗн кӑкӑрӗсем ҫинче хисеплӗ орденсемпе медальсем йӑлтӑртатнӑ.

У них почти у всех на груди ордена,

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех