Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунсем (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килти чӗр чунсем те сӑвӑс ертме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Ҫак хурт-кӑпшанкӑ тӑпрара, курӑк ҫинче чӗр чунсем тата вӗҫен кайӑксен йӑвисенче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Чӗр чунсем ҫапла тунине ку таранччен пӗр этем те курман-ха.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Чӗр чунсем хӑйсен ӑрӑвне малалла тӑсассишӗн епле тӑрӑшнинчен тӗлӗнсе те пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Индире пулнӑ унашкалли, ҫын халӑхран уйрӑлса кайни, вӑрманти чӗр чунсем хушшинче тӑрса юлни.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗр-пӗринпе киленекен чунсем пӗр эрне иртсе кайнине асӑрхамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ветеринарсем зубрсен пӗрремӗш ушкӑнне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗр чунсем Пушкӑрстанра адаптацие 100% иртнине пӗлтернӗ.

Результаты ветеринарного обследования первой партии зубров показали, что адаптация животных в Башкирии осуществлена на 100%.

Зубрсене ӗрчетес опыта тивӗҫлӗ хак панӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... an-3491033

«Паллӑ, эпир хамӑр енчен чӗр чунсем валли приютсем туса пама пултаратпӑр-ха, анчах ку кӑна ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Патшалӑх ветеринари служби чӗр чунсем валли те ҫирӗп йӗрке пӑхса хӑварма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Канашлӑва пухӑннисем хуҫасӑр чӗр чунсем пирки сӑмах хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Ҫавӑн пекех ырӑ чӗреллисем килсӗр чӗр чунсем валли апат, эмел, уҫӑлтарса ҫӳремелли хатӗр парса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ чӗреллине - шанчӑклӑ юлташ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_rnIP59c3Z4

Ҫуркунне ҫитсен ҫут тӗнче чӗрӗлет, чӗр чунсем вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Ытти чӗрӗ чунсем те — лаша та, упӑте те, йытӑ та — хӑйсене кирлӗ ӗмӗр суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗнтӗрлӗ те кӗпер чалт! та тумасть, Пирӗн ҫамрӑк чунсем пусӑрӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне иртет пулсан та Пирӗн юрату иртес ҫук, Иртес ҫук нихҫан чунсем савнӑран…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унччен те пулмин Пурисӑн икӗ енчен сӑсар ҫӑмлӑ, тӑват юплӗ сенӗк мӑйракаллӑ, вут куҫлӑ, ҫулӑм чӗлхеллӗ, кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ «чӗрӗ» чунсем таҫтан (мур шӑтӑкӗнчен пуль?) кӑшӑрт! сикрӗҫ те тухрӗҫ, килпетсӗр ахӑркаларӗҫ, хуҫӑлкаларӗҫ, сиккелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫра усал чунсем, чул чӗреллисем тӗл пулсан…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗрӗ чунсем питӗ ӑслӑ, калаҫма ҫеҫ пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Телейлӗ те таса чунсем

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп сире пурсӑра та мӗскӗн чунсем, пиҫмен пашалусем тесе.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех