Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрушши сăмах пирĕн базăра пур.
хӑрушши (тĕпĕ: хӑрушши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатолий Борисов салтак малалла калаҫрӗ: «Ҫапӑҫу хирӗнче пуринчен те хӑрушши — ҫын патне пӗр сасӑсӑр вӗҫсе килсе амантакан, тӗп тӑвакан дрон. Хӑйӗн киревсӗр ӗҫне тӑвиччен 3-4 ҫеккунт юлсан кӑна илтсе юлма пулать ӑна иккен. Хӑв патне ҫитсессӗн сисместӗн те. Тепӗр ҫын патне вӗҫсе киличчен 100-200 метр юлсан илтетӗн, сисетӗн. Ун пек чухне ӗлкӗрсен раципе шӑнкӑравласа пӗлтеретпӗр пӗр-пӗрне. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра ятарлӑ плащ тӑхӑнма пулать. Лайӑх япала. Ун патне дрон пыраймасть. Плащ ҫыннӑн ӑшшине хӑйӗн тулашӗнчен кӑлармасть. Тарлаттарасса тарлаттарать вӑл, анчах та чӗрӗ юлатӑн».

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йышпа — ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12385-tusl-j ... rtassish-n

Чи хӑрушши вара — вӗсем пирус туртакан ҫыншӑн кӑна мар, унпа пӗрле пурӑнаканшӑн та сиенлӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_32 (11019) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12310-khal-k ... t-32-11019

Чи хӑрушши кунта — тӑван амӑшӗ хӑйӗн ачине ни чӑвашла, ни вырӑсла мар чӗлхепе муталаса пурӑннийӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пурнӑҫра чи хӑрушши чир пулни ҫинчен хӑй тӗллӗн шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Чи хӑрушши кун пек чух — ҫӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫакӑ пулать те ӗнтӗ упаран та хӑрушши.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картунта чи хӑрушши Тамарӑшӑн электроҫутӑ ҫукки мар, пӗчченлӗх киле-киле хуплани пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

— Военкомат урлӑ госпитальсенче шыраттарас-ши? — тӗрлӗ май шухӑшласа пӑхрӗ хуйхӑллӑ хӗрарӑм: пӗрре ун упӑшки сӗм-суккӑр пек, алӑсӑр та пек, чи хӑрушши вӑл — пуҫран суранланса, ӑссӑрланса юласси.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑрушши ҫук, Ҫимун пичче, — терӗ ҫамрӑк медсестра.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑнӑш утӑм тӑвасран, ҫывӑх ҫынна сивӗтесрен хӑрушши вӗсемшӗн урӑх нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Этемшӗн чи хӑрушши вилӗм мар, пурнӑҫпа вилӗм хушшине хӗсӗнсен, иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илесси пулӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи хӑрушши вара — тухатмӑш карчӑк ӑмӑрткайӑк пулса лашапа ураран ӳкериччен ярӑнса ҫӳренине калаҫҫӗ, чӗлхесӗр янаварсен ҫурӑмӗ ҫине ларса, сарлака ҫуначӗсене сарса пӑрахса, чӑнкӑр-чӑнкӑр сасӑ кӑларса, кӑпӑка ӳкериччен, сывлайми пуличчен хӑвалать тет лашасене.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Анчах эсӗ пурпӗр ан кил — кунта ним хӑрушши те пулмӗ.

Не приходи, не надо.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах ку та чи хӑрушши пулман.

И это было не самое страшное.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӗсемпе ним хӑрушши пулса иртмерӗ пулин те унтанпа ача канлӗ ҫывӑрса кураймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чи хӑрушши иккен — бомба ҫӳлтен ӳлесе, шӑхӑрса анни.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Унтан хӑрушши пур.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Стройуправлени плана тултараймасӑр юлни чи хӑрушши мар-ха, — малалла калаҫрӗ Серебряков.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑрушши нимех те ҫук, — мӑн кӑмӑллӑн хуравларӗ Саркай.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех