Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетей утнӑ ҫӗртех ҫи-пуҫне хыврӗ, вӑл тарпа нӳрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӗн хывмаллине вӗҫне ҫитиех хыврӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чи малтан сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ кӗске кӗрӗкне хыврӗ, мӗншӗн тесен мунчара ытлашшипех ӑшӑ, шӑрӑх тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ ӑшӑ кӗрӗкне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хула ҫи-пуҫне хыврӗ те ашшӗнне тӑхӑнчӗ, шӑп та лӑп пулчӗҫ унӑн кӗрӗкӗпе кӑҫачӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫне хӗсекен парикне хӑвӑртрах хыврӗ те шифонерти полка ҫине персе ячӗ, ҫӑмӑллӑн сывларӗ, хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Элиме хӑйӗн ҫинчи ҫи-пуҫне хыврӗ, ӳт тӗслӗ колготки тӑхӑнчӗ, кӗске кунчаллӑ атӑ суйласа илчӗ, унӑн ури валлиех ҫӗленӗ тейӗн, питӗ килӗшет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей хӑвӑрт туфлине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей, хӑвӑрт алӑк умне кайса, туфлине хыврӗ те, ӳкерчӗклӗ паркет тӑрӑх носки вӗҫҫӗн утса, диван патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑна шӗлепкине хыврӗ, ҫӳҫӗ шап-шурӑ, ват ҫынна илемлӗх кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче, кулленхи тӗллевсене пурнӑҫласа, нимрен хаклӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн курӑмлӑ тӳпе хыврӗ, хывать те.

Каждый на своём рабочем месте, выполняя, казалось бы, повседневные задачи, вносил и вносит вклад в достижение заветной Победы.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Хӑй хӑпӑл-хапӑл ҫийӗнчи тумтирне хыврӗ те крыльца умӗнчи хӑма ҫине сарчӗ, унта ачана вырттарма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апуҫ хӑпӑл-хапӑл пиншакне хыврӗ те лупашканалла вӑркӑнтарчӗ, шап-шур кӗпе вӗҫҫӗн тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗ-виҫҫӗ хӗрес хыврӗ Укань — хура япала ҫаплах куҫран ҫухаласшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗлӗкне хыврӗ, ун-кун пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эх, Улюна, — куҫлӑхне хыврӗ Архип Григорьевич, — пирӗн иксӗмӗрӗн малта пымалла, ҫын мӗн тӑвасса кӗтмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗр мана хӑтартӑр, малашне те хӑтарӑр ҫапла! — тесе, турӑш умӗнче виҫӗ хут хӗрес хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем урам урлӑ каҫнине курсанах Кулюкка, турӑш еннелле пӑхса, иккӗ-виҫҫӗ хӗрес хыврӗ те Куҫмине куҫ умӗнчен пӑрӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук, кайри пӳртре пӗчченех юлсан, лампӑна пӗчӗклетсе, ҫиелти кӗпине хыврӗ те хӗрачипе юнашар выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех хӑвачӗ тата Матӗрне ҫепӗҫҫӗн чӗнни Ҫтаппан чӗрине парӑнтарчӗҫ, «мӗн пулсан та пулать ӗнтӗ» тесе, пукан ҫине пырса ларчӗ, урине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех