Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫи (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1919-мӗш ҫулта Нью-Йоркри отель хуҫи Реймонд Ортейг Нью-Йоркран Парижа ҫити ниҫта та анса лармасӑр вӗҫме пултаракан пӗрремӗш ҫын валли 25 000 долларлӑ приз фончӗ уйӑрнӑ.

В 1919 году нью-йоркский владелец отеля Реймонд Ортейг предложил 25 000 долларов призового фонда первому лётчику, который совершит беспосадочный полёт из Нью-Йорка в Париж.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ахӑртнех, хуҫи патне никама та кӗртесшӗн мар пулас.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Эсӗ, лав хуҫи, ӑҫтисем, кам пулатӑн?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лешӗ, хуҫи вӑрҫнине ӑнланнӑн пуҫне усса, ҫӑвар тулли кӑмӑртаттарса утӑ ҫиме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫапла шутласа тилхепене пушатать лав хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Акӑ мӗн: хуҫи лавне нихӑҫан та ытлашши несӗпсӗрленсе тиемест; хуҫи хӗврен ыраш ҫӑкӑрӗн чӗллине кӑларса ун ҫине тӑвар сапрӗ тӗк — ҫур чӗлли те пулин ӑна лекетех; ӑнланать Мишка — ун пек чухне чарӑнма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Анчах та ӑнланать лешӗ пӗчӗкҫеҫҫӗ хуҫи хӑҫан мӗн тума пултарасса, ӑнланать те мана пурпӗр тивес ҫук ку пушӑ тесе-ши, утти-юрттине пушӑпа хӑмсарнипех ӳстермест.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шурӑ ӑйӑр унта вирхӗнсе ҫитнӗ те хуҫине шыраса тупнӑ пулать, хуҫи ҫумне кукленсе ларма ирӗк панӑ пулать, вара тӑрса ялалла уттарнӑ пулать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шурӑ ӑйӑртан тарса айлӑма анни, хуҫи ӳкнине сиснӗ-сисмен, тӑп чарӑннӑ та чӗвен тӑнӑ, хӑй еннелле вирхӗнсе килекеннине ӑмрипе ҫапса ӳкерме хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку топольсене касмаллах ҫав, унсӑр май тухмасть, — хумханса калаҫать кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пурте хатӗр ӗҫлеме, анчах нихӑшӗ те ним те тумасть-ха: кил хуҫи хушасса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрре-иккӗ ҫаврӑнать-и, ҫаврӑнмасть-и, кил хуҫи лашана чарать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн хуҫи, Сармантей Ҫеҫҫийӗ, арӑмӗ сарӑмсӑр вилсен тепре авланнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кӗр, кӗр, Хӗветут арӑм кин, ирт кунталла, — хӳме ҫумӗнчи каска ҫине пырса ларать кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑмӑлӗ тулса ҫитнипе тем каласшӑн пулса ҫӑварне те уҫать кил хуҫи, кивӗ хапха хӑлтӑр-халтӑр тунине илтсе суха пуҫне ҫӗр ҫине васкамасӑр тайӑлтарса хурать, вара тин хапха енне ҫаврӑнса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей тавралла пӑхса илчӗ, хуҫи килмест-ши тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хуҫи хыт кукар пулнӑран ӗнтӗ ӗҫ малалла кайман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Машина хуҫи сумкинчен сотовӑй телефон кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ.

В клубе «Хозяюшки», что расположен в данном центре, они осваивают различные умения.

Ватӑсем сумка ҫӗлеҫҫӗ тата ҫыхаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38116.html

Ӗнене тасатса пӗтерсен, кил хуҫи кӗлет сулхӑнне кайса ларать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех