Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫана (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурсен хӑлхисем лайӑх илтеҫҫӗ, вӗсем кӑшт кӑна кӑштӑртатнӑ сасса та сисеҫҫӗ, тӗттӗмре курмасан та шӑв-шав ҫӗклеме, хуҫана хӑвӑрт ура ҫине тӑратма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

— Ҫав хуҫана эсӗ пӗлетӗн-и хӑть, Ямаш?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хуҫана вӑрах чӑрмантарса тӑмасӑр, мӗн кирлине ыйтса пӗлсе, ҫула тухасшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь ман имение сутӑн илме шутлакан хуҫана чӗнсе килӗр-ха!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗпӗрнатӑр арӑмне таптаса амантни тата пӗр пуян хуҫана хӗнесе хӑварни ҫинчен каласа паракансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах мӑн хырӑмлӑ хуҫана ырласа алӑ ҫупни тата тем пулсан та парӑнас килменни чарса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку йышлӑ халӑх хушшинче тарҫӑ шыракан хуҫана мӗнле палласа илӗн?»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫана мӗнлерех килӗшет, ҫавӑн пек тӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Малтанласа вӑкӑр ҫамрӑк «хуҫана» пит итлесшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Йӗркеллӗ хӑнӑхса ҫитме пултарӗҫ-ши ӗнесем ҫак икӗ хуҫана?

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

…Шеллетӗп эпӗ хамӑн хуҫана!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пахчана темиҫе грузовик тислӗк пырса тӑкнӑ пулсан та, ман хуҫана ку ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хуҫана калам-ха, пӑруне хамӑрпа пӗрле илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑтартӑттӑм вара хам хуҫана хур тукмакӗ мӗнлине…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳтсӗр хуҫана шаритлерӗм…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пуп сана шыратчӗ, — терӗм хуҫана.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлташӑм вара, манӑн сӗтел хушшинчи юнтармӑшсене куркаланӑскер, пуҫне ман еннелле чалӑштарса илчӗ те хуҫана ҫатӑр тинкерсе, шӳтлӗн-мӗнлӗн авса-кукӑртса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӑлпӑвне, уйрӑмах элес-мелес кӗрнек, кӗмӗркке, капмар мӑйракисене кура ку качака таки чӑнах таҫтан Кавказ тӑвӗсем хушшинчен чӑваш ҫӗрне арпашса ҫӳресе е ырӑ хуҫана шыраса килсе ҫакланнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Унтан, кӑсӑк хыпса илнӗ куҫне хуҫана тирӗнтерсе, сассине шӳтлӗн-мӗнлӗн «пӑркӑчласа» хытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӗренекен паян директора пӑхӑнать пулсан, ыран вӑл хуҫана сутӑнакан рабочи пулать.

Ученик, который сегодня подчиняется директору, — это рабочий, который завтра продастся хозяину.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех