Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинчех (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑ, шӗпӗн, унта ҫитмеллех, пӗр кун хушшинчех епле ӳснӗ вара эс? — тет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑл е ку эмел ҫук пулсан, заказ парсан пӗр-икӗ кун хушшинчех илсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Салтаксен, асамлӑ вӑй пырса кӗнӗн, пӗр ҫын пек, шутлӑ ҫеккунтсем хушшинчех строя пырса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Светлана, темиҫе минут хушшинчех ҫав тери улшӑнса кайма ӗлкӗрнӗскер, Алексей еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, сӑмах чӗнмесӗрех, хуллен утса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эсӗ манран йӗрӗнесрен, куласран, урам хушшинчех пӗччен пӑрахса хӑварасран хӑрарӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унтан вӑл икӗ ҫул хушшинчех вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Хӑйӗн чи юратнӑ ӗҫӗ — художник ӗҫӗ пулнине туйса илсен, вун ҫичӗ ҫулхи хӗр Улатӑрти художествӑллӑ гравюра техникумне вӗренме кӗнӗ те виҫӗ ҫул хушшинчех унтан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тӑватӑ ҫул вӗренмеллискер, Софья Осокина кунтан икӗ ҫул хушшинчех вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Эпир пӗччен мар, нимӗҫсем хушшинчех пирӗн пек шухӑшлакансем чылай.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна пула самантрах, апат ҫинӗ вӑхӑтрах, сӗтел хушшинчех тытӑҫу пуҫланма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Шкула кайиччен пирӗн пурнӑҫ кас хушшинчех иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Укҫа ҫӳпҫе тӗпӗнчех, вырӑн ҫитти хушшинчех, выртнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Вӑрманти хӑрушӑ тӗлпулу пӑтӑрмахӗ Раманпа Стасик хушшинчех юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем хушшинчех пилеш те пур.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем хушшинчех пирӗн шкултан вӗренсе тухнӑ Евгений Лукин та пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Кӗске вӑхӑт хушшинчех пӗтӗм ҫутҫанталӑк чӗрӗлет.

В короткое время просыпается вся природа.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Патша правительстви тӑвайманнине Совет влаҫӗ тӗлӗнмелле хӑвӑрт туса хучӗ: 20 уйӑх хушшинчех Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналне туса пӗтернӗ, вӑл тӗнчипе чи пысӑк канал, унӑн тӑршшӗ 200 км ытла.

То, чего не сделало царское правительство, с необычайной быстротой было разрешено властью Советов; в 20 месяцев был построен величайший в мире Беломорско-Балтийский канал имена Сталина длиной больше 200 км.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрсем хушшинчех хӗл каҫма тивнӗ.

Приходится зимовать во льдах.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ ӗнтӗ темиҫе совет экспедицийӗ те Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тӑрӑх хамӑр Союзӑн ҫурҫӗрти ҫыран хӗррисемпе кайса, пӗр ҫу хушшинчех тухнӑ.

Уже не одна советская экспедиция прошла Ледовитый океан у северных берегов нашего Союза в одно лето.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Пӗррехинче эпӗ пӗр кун хушшинчех хӗвел аннине хӗрӗх виҫӗ хутчен куртӑм.

— Однажды я за один день видел заход солнца сорок три раза!

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех