Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуралтӑсем (тĕпĕ: хуралтӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти хуралтӑсем ҫине ӑна куҫма паман.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Кӗске вӑхӑтрах вӗсем ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, йӗри-тавра хуралтӑсем ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Хуралтӑсем чаплӑ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

1979 ҫулта кивӗ йывӑҫ ҫурта сӳтсе кирпӗчрен ҫӗннине купаланӑ, ун ҫумне хуралтӑсем хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче хӑйсен вӑйӗпе юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗ хуралтӑсем ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Пӗвепе юнашарах ял халӑхне, хуларан килнӗ хӑнасене канмалли хуралтӑсем туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Хветура мар, хуралтӑсем, чарӑнса шухӑша кайнӑ пӗлӗтсем, хапха урлӑ курӑнакан йывӑҫсем калаҫнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑнпах пуль (хуралтӑсем йывӑррӑн, капмаррӑн йӑтӑнса ларманран, вӗсен хушшинчи кӑвак решетке витӗр тавралӑх курӑнса тӑнӑран) темле ҫӑмӑл, ирӗк, уҫӑ ку картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн кӑна тултарса хуман Ҫтаппан хуралтӑсем хушшине те умне!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Теплица умӗнчен пӑрӑнтӑмӑр та ун хыҫӗнчи хуралтӑсем патнелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗчӗк хуралтӑсем, хӑйсене валли хӳтлӗх шыранӑ пек, пӗр-пӗрин ҫумне лапчӑнса ларнӑ.

Домики, словно ища опоры, жались один к другому.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑна та килхушшинче ӗнтӗ, ҫурнӑ юман витнӗ хуралтӑсем урлах кармашнӑ улмуҫҫи турачӗсем ҫине пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ҫӗнӗ хуралтӑсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Микулан куҫӗ умне мӗн ачаранпа курма вӗреннӗ хуралтӑсем вырӑнне ҫара вырӑн тухса тӑчӗ те, вӑл ни вилӗ, ни чӗрӗ пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫуртсемпе хуралтӑсем ҫывӑхӗнче, автотранспорт стоянкисенче, кил картисемпе тротуарсем ҫинче пухӑнать, ҫӑмӑллӑн хыпса илет те пысӑк лаптӑк ҫинче хӑвӑрт сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Картишне пур енчен те хуралтӑсем картласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Умра инҫетре те мар сарлака ҫуначӗсене аран йӑтса ларакан ҫил арманӗ, ун хыҫӗнче лапсӑркка йӑмрасемпе ҫӑкасем, унтан тин вӗсен айне пытаннӑ лутра пӳртсемпе ытти хуралтӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса ҫурчӗн пӗр кӗтесси етре тивнипе кӑшт ишӗлнӗ, ҫапах та хуралтӑсем чиперех лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремльти ҫуртсем, ун картишӗнчи мӗн пур пек хуралтӑсем аслӑ княҫпа воеводӑсем тухса кайсан та пушанса юлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫип-ҫинҫе те тем ҫӳллӗш минаретсем, кремльти шӗвӗр вӗҫлӗ башньӑсем, айккинчи тӗссӗр хуралтӑсем пӗтӗмпех вӑрҫӑ валли тунӑ ҫуртсем пек туйӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех