Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чылай чух вӗсем пӗтӗм арҫын тӗнчине хурласа, ним вырӑнне хумасӑр аркатса тӑкаҫҫӗ «Чӑн-чӑн арҫын ҫук халь. Юлман. Хӑҫан пуласси те паллӑ мар», — теҫҫӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫук, суякана ним вырӑнне хумасӑр мар, ҫынна ҫын пек хисеплесех тӑрӑхлатчӗ Аркадий Давыдович.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пушкӑрт чӑвашӗсен ҫухи ик-виҫ тӗрлӗ пулнӑ: пир ҫинче е пир хумасӑр шӑрҫа чӗнтӗрӗ туса ҫыхни тата вакӑ кӗмӗл укҫапа ҫаврӑм-ҫаврӑм витни.
Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫтаппан ырхан хӗрарӑма ним вырӑнне хумасӑр хӑтланни Богданова калама ҫук хаваслантарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Министр заместителӗ малтан пӗр никама асӑрхаттарса хумасӑр килсе ҫитрӗ.
53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Нумаях та пулмасть Игарка строителӗсем хӑйсен палатки умне кӑвайт хумасӑр тата хурал тӑратмасӑр выртса та ҫывӑрайман: ҫӗрле яланах упа пырса тапӑнма пултарнӑ.
Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ун йышши ҫынсен никам чарма пултарайман права пур тесе ҫеҫ шутланӑ вӑл — Симонюк пекех «тусанлӑ мар», ытлашши вӑй хумасӑр тумалли ӗҫ тупасси тата хальхи пурнӑҫа тӑрӑхларах хакласси.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кунти ӑстасем улӑм айне кучченеҫ хумасӑр килекенсене кӑмӑлпа йышӑнмаҫҫӗ курӑнать.
Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.
«Анчах саламаликшӑн хӑйне май сюжетпа композици меслечӗсем характерлӑ. Паттӑр юмахӗсенче аҫтаха (ҫӗлен) тӗп героя хирӗҫ активлӑ кӗрешет, ҫапӑҫу виҫӗ хутчен пулса иртет, юмахҫӑ тытӑҫӑвӑн кашни самантне тӗплӗн ӳкерет. Саламаликра вара ҫапӑҫу пӗр хутчен ҫеҫ пулса иртет, вӑл кӗске, кашни самантне сӑнлани ҫук. Тӗп герой ҫӗлене нимӗнле вӑй хумасӑр, ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерет, тӑшман ӑна хирӗҫ тӑмасть те пек», — тесе ҫырать Н.И. Егоров.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Паллах, вӑй хумасӑр ҫӗр тухӑҫ памасть.
Уй-хир кунӗ иртнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%83%d0%b ... %bd%d3%97/
Ҫапла хуравлӗ вӑл — чуна ырату кӳрекенсене, телее туртса илекенсене, ҫынна ним вырӑнне хумасӑр, унран пӑрӑнса утакансене..
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр мӗн пултӑр; Амӑшӗн хӑрах алли вутра, хӑраххи шывра теҫҫӗ ун пек чухне.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html
Мӗн вара ӑна шута хумасӑр пуҫа ватса выртмалла?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Вӑхӑчӗ ку, тен, кашни бригадӑна лайӑх пӗлсе ҫитме ытлашшипех те-и, анчах… каларӑм-ҫке Сидоркина, эсир Турунов бригадине тӳрремӗнех хӑвӑр, мана шута хумасӑр, ертсе пынине пула тӗплӗ интересленмен эпӗ вӑл бригадӑпа, терӗм.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мана пачах та шута хумасӑр, манпа пачах та канашламасӑр.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Пире кӳрентерес килет ун, — илтӗнчӗ чаршав хыҫӗнчен Анюк сасси, — Володьӑна ним вырӑнне те хумасӑр, пирӗнтен мӑшкӑлласа, чӗлхине ирӗк ярса ларать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хайхи янкӑс хӗрарӑм кашни уйӑхрах ҫӗр тенке яхӑн янтӑ укҫа илет халь, авӑнмасӑр, вӑй хумасӑр илет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ, — тутине чалӑштарса кулам пек турӗ Герасим Федотович.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Матрус-стрелук тӗл пулсан сыхлавра Ним вырӑнне те хумасӑр хӑваҫҫӗ:
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.