Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлеҫҫӗ (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хальхи вӑхӑтра тӳрех вӑрманта йывӑҫ касса хатӗрлеҫҫӗ те турттарса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӗренекенсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗсене шута илсе робот техникин ансат механизмӗсене, вӗҫев аппарачӗсен тӗрлӗ майӗсене тӗпчеҫҫӗ, модельсем туса хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑха ӳстереҫҫӗ // Е. ЯСТРЕБОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/20/sllha-stere

Ӑна вара апат-ҫимӗҫлӗх хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ӑна вара вӑрлӑхлӑх хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ҫавӑнпа та пӗрчӗллӗ культурӑсене вырнипе пӗрлех выльӑх апачӗ те хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ аш-какайпах хатӗрлеҫҫӗ шашлыка?

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шупашкарти медицина колледжӗнче Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе те ӗҫлеҫҫӗ — васкавлӑ медпулӑшу водителӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Хӗрсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрма музыка ертӳҫи Алина Моряшова тата клуб заведующийӗ Вероника Иванова хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Ӑҫта акаҫҫӗ, ӑҫта сӳрелеҫҫӗ, ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Ака-суха вӑй илсе пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d0%b ... %82%d1%8c/

Нумайӑшӗ хӑйсен тумӗсене авалхилле, вырӑнти уйрӑмлӑхӗсене шута илсе тата паянхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗ туса хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ялти ӑстасем чылайрах хӗрарӑм тумӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Вӗсем ҫие мӗн тӑхӑнаҫҫӗ ⎼ пурне те килти хуҫалӑхри чӗр тавартан хатӗрлеҫҫӗ: ҫи-пуҫӗ ⎼ пусапа йӗтӗнрен; ҫиелти тумтирӗпе ура тумӗ ⎼ ҫӑмран; тӗрри-эрешӗ ⎼ ҫӑмран, килти ҫипрен; пӗветмелли сӑрри ⎼ курӑкран тунӑскер… е пасарта илнӗскер…

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑн пекех ытти рецептсем те пур, вӗсенче сальчичона пӑлан, ӗне, хир сысни тата кӑркка ашӗпе усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ.

Существуют также другие рецепты, в которых для приготовления сальчичона берут оленину, говядину, кабанину и индейку.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Ҫакӑн пек ятлӑ кӑлпассие шӑпах ҫак тӑрӑхра ӳстернӗ сыснасен аш-какайӗнчен тунӑ беконпа тата фаршпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ, ҫакна Тӗрӗслесе тӑракан канаш официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.

Колбаса с таким названием изготовлена с использованием бекона и фарша из мяса свиней, выращенных именно в этой местности, что официально закреплено Регулирующим советом.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Анчах та вӗсене пурне те пӗрлештерекен уйрӑмлӑх — тума пуҫличчен аша малтан вӗтетни, унтан тӗхӗмлӗхпе тата тӑварпа хутӑштарса фарш хатӗрлеҫҫӗ.

Однако общим для них является то, что для изготовления мясо сначала измельчается, затем смешивается со специями и солью и проходит процедуру фарширования.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе специалистсем Чӑваш Ене Раҫҫейре чи лайӑх вырӑн тума чӗнсе Шупашкар агломерацине аталантармалли мастер-план хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Алкогольлӗ ӗҫмесем — сӑрана аса илтерекен джаанр, ӑна тӗрлӗ тырӑран хатӗрлеҫҫӗ, ҫав шутра рисран та, тата ракси ятлӑ эрех.

Традиционные алкогольные напитки — аналог пива, джаанр, изготовляемый из различных злаков, в том числе риса, и вино ракси.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Час-часах хашакине пушмакӑн уйрӑлми пайӗ пек тӑваҫҫӗ (пӗрлехи хурмӑпа шӑратса хатӗрлеҫҫӗ).

Часто рама изготовлена как часть ботинка (единая форма для литья).

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех