Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхалантарать (тĕпĕ: хавхалантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрт-шарт тытатпӑр, вӑрт-варт йӑтатпӑр, ҫиччас ҫӗмелсем туса лартатпӑр, — хавхалантарать ҫавӑнтах Хӗветле инке.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унӑн тӗслӗхӗ ыттисене те активлӑ пулма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Акцие хутшӑнаҫҫӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %d0%b0cce/

Ӑна «Вышний Волочек» пӗчӗк ракетӑллӑ карап командирӗ С.Гайлюнас 2-мӗш рангри капитан ҫырнӑ: «Сире пире гуманитари тата техника пулӑшӑвӗ панӑшӑн тулли кӑмӑлтан тав тӑватӑп. Эпир, ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ май, пӗрлехи ырлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр, эсир вара — пирӗн тӗрек, ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ. Сирӗн пулӑшӑвӑр пире куллен хавхалантарать, вӑй парать. Эпир пӗччен мар!

Куҫарса пулӑш

Ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ — сӑваплӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bba/

Патшалӑх пулӑшӑвӗ вара ыранхи куна шанчӑкпа пӑхма, ҫӗнӗ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

— Маттур эс, Вихтӗр, аҫу-аннӳ пекех ӗҫчен, — хавхалантарать ӑна кинемей.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑвайт умне кукленсе ларни, шампур ҫине какай турамӗсем тирнӗ май, хӗрсене тем каласа хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫурхи кунӑн йӗпе телейӗ-савӑнӑҫӗ ват ҫынна та хавхалантарать иккен.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӑ-ӑ, мӗнлерех лайӑх юмах ку сан! — хавхалантарать аслашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ун пек ачасене ӗҫпе тивӗҫтерекен центр тӳлев ҫумне тата 3300 тенкӗ хушса хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Сирӗн ырӑ тӗслӗхӗр ӗҫченсен ҫӗнӗ ӑрӑвне Тӑван ҫӗршыва тата халӑха чунтан парӑнса ӗҫлеме хавхалантарать.

Ваш пример вдохновляет новое поколение сотрудников на беззаветное служение Отечеству и народу.

Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur

Мӗншӗн тесен пирӗн радио ҫутӑ та телейлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме хавхалантарать, чӑнлӑхшӑн, миршӗн тата халӑхсем хушшинчи туслӑхшӑн пӗтӗм вӑя хурса кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

«Тӑшмана Мускав ҫывӑхне ямӑпӑр», — тени хавхалантарать, ӗҫлеме вӑй парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑстаҫӑн пурттин сасси аякри-аякри ялсене илтӗнет, ҫынсене хавхалантарать, ӗҫре пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

«Кил ӑшши, Тӑван ҫӗршыв юратӑвӗ, ачасен саламӗ салтаксене ҫӗнтерме хавхалантарать, вӑй парать», - терӗ салтак амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

«Пултаруллӑ ачасене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уйӑхсерен 2500 тенкӗ стипенди парса, пирӗн округ администрацийӗ 18 вӗренекене уйӑхсерен 400-шер тенкӗ стипенди парса хавхалантарать», — палӑртрӗ Н.Раськин.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Шӑпах учитель малалла кайма кирлӗ пӗлӳсен никӗсне хывать кӑна мар, кашни вӗренекене хӑйӗн чунӗн пӗр пайне парать, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать, шантарать.

Ведь именно учитель не только закладывает фундамент необходимых для дальнейшего пути знаний, но и вкладывает в каждого ученика частицу свой души, вдохновляет и мотивирует на новые свершения.

Учитель кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3466575

Республика пуҫлӑхӗ, депутатсем мана тата халӑха илтни, пулӑшу аллине вӑхӑтра тӑсни хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Паян эпӗ хам валли задача лартрӑм – пӗр утӑм та ярса пусмасӑр чупса иртмелле, мӗншӗн тесен марафона хутшӑнни формӑна тытса пыма хавхалантарать, - каласа панӑ Андрей Назаров.

Сегодня я поставил для себя задачу – просто пробежать, не переходя на шаг, потомy что участие в марафоне cтимулирует держать формy, – рассказал Андрей Назаров.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3418074

«Ҫак вырӑс халӑх паттӑрӗн пурнӑҫӗ Тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫа шеллемесӗр ҫапӑҫма та кӗрешме хавхалантарать».

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӑл ӑслӑ канашсем парать, ӗҫре пулӑшать, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех