Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫма (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заводри производителӗн пломбисене уҫма хӑтланнине, магнит уйӗ витӗм кӳнине т. ыт. те ҫырса пырать.

Куҫарса пулӑш

Эпир усӑ куракансем // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... kurakansem

1943 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле, Могилев облаҫӗнчи Чаус районӗнчи Высокое ялӗ ҫывӑхӗнче 385-мӗш стрелоксен дивизин инженерсен разведкин взвочӗн 665-мӗш уйрӑм батальонӗн командирӗ Большов старшина Баранов хӗрлӗармеецпа пӗрле 1270-мӗш стрелоксен полкӗн разведчикӗсем валли ҫул уҫма тӑшманӑн пралук карти витӗр хӑйсен ирӗкӗпе тухма килӗшнӗ.

В ночь на 21 ноября 1943 года в районе села Высокое Чаусский район Могилёвской области командир отделения взвода инженерной разведки 665-го отдельного саперного батальона 385-й стрелковой дивизии старшина Большов вместе с красноармейцем Барановым добровольно вызвались проделать проход в проволочном заграждении противника для разведгруппы 1270-го стрелкового полка.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Аслӑ ӑру ҫыннисен пушӑ вӑхӑтне интереслӗ ирттерме, вӗсене тимлӗхпе хупӑрлама, пурнӑҫ ыйтӑвне тытса пыма, хӑйсене валли ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу параҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

- Шахмат вӑййипе туслашни ҫынна ӑс-хакӑл енчен аталантарать, малашлӑхри ҫула уҫма та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Акӑ, шахмат тусӗсем кӗнеке страницисене уҫма та тытӑнчӗҫ, библиотекарь вӗсене вара чӑрмантарма шутламарӗ, хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗ патне пырса компьютер умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Паттӑр парттине уҫма Саша амӑшне Лариса Александровнӑна ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗ вилӗмсӗр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50242-patt ... h-vil-ms-r

Ӑна уҫма А.Н. Николаевӑн пӗртӑванӗ Алексей Николаевич тата хресна ывӑлӗ Кирилл тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтеснерти шкула Александр Николаевич Николаев аслӑ лейтенантӑн ятне парассипе торжествӑлла мероприяти иртрӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12014-k-tesn ... iyati-irtr

Кӗпере уҫма Нью-Йорк мэрӗ Франклин Эдсон тата АПШ президенчӗ Честер Артур ҫитнӗ.

На открытии моста присутствовали мэр Нью-Йорка Франклин Эдсон и президент США Честер Артур.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Пишпӳлекри «Мир вкуса» кафере Пӗтӗм Раҫҫейри «Бизнес хӗрарӑмӗсем» общество организацийӗн муниципалитетра уҫма палӑртнӑ чаплӑ мероприяти иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Унӑн бизнес-планне пысӑк хак панӑ, ҫапла вӑл пӗлтӗрхи сентябрь уйӑхӗнче соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне уҫма патшалӑхран пулӑшу илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Ытти тӑван-пӗтен патне ҫитме чунтан-вартан васкани пирки ҫӑвар уҫма вӑй ҫитереймест Вихтӗр, ҫӳллӗ мар карта урлӑ ялт сиксе каҫать те асламӑшӗпе пӗчӗк пӳрте кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Атте пуҫланӑ ҫӑлкуҫа Ҫын уҫасса кӗтес мар, Хамӑр уҫма кар тухар!

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эп ӑна уҫма пуҫларӑм, унтан хут татӑкки тухса ӳкрӗ, ун ҫине Мускав телефонӗн номерне ҫырса хунӑ, ку санӑн Элимен номерӗ пулнине тӳрех чухласа илтӗм, вара кирлӗ пулӗ тесе ҫырса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Аван, вӗресе ан кай, нумай кирлӗ-и пирӗн чунсене уҫма.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Силпи алӑк уҫма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ак, кампа калаҫса чуна уҫма пулать, вара вӑл ӑна пӗтӗм чунне усса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Халӗ ӗнтӗ ӑнланмалла, анне мана чи йывӑр самантра ҫеҫ уҫма хушнӑ ӑна, ӑруран ӑрӑва куҫнӑ пулӗ-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Сана питӗ йывӑр килсен ҫеҫ уҫма пултаратӑн, терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Унӑн продукцине Новобелокатай тата Большеустьикинское ялӗсенчи фирма лавккисенче туянма пулать, предприниматель Уфара фирма лавккине уҫма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3779654

Тӑрӑшулӑх, ӗҫченлӗх, ҫӗнтерӳ патне туртӑнни, ҫӗнӗ горизонтсем уҫма тӑрӑшни, ҫӗр процент ҫине кӑларса хума пӗлни – вӗсене уйӑрса тӑракан пахалӑхсем.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3779680

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех