Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уявсем (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ҫакӑн пек тӗлпулусем, уявсем икӗ хушӑри туслӑха тата ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх: Ҫӗпрел — Шӑнкӑртам // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -sankartam

Ҫемьери ӑшӑ атмосферӑра уявсем, ҫуралнӑ кун саламӗсем, музыка программипе туслӑ чей ӗҫнисем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Ҫамрӑк, анчах опытлӑ предпринимательсем, уявсем йӗркелессипе аппаланаканскерсем.

Куҫарса пулӑш

Давыдовсен ҫемйи Пишпӳлекре ача-пӑча валли вӑйӑ центрӗ уҫать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3792690

Хам ачасем шкула кайнӑ чухне уявсем валли чечек ҫыххисем хатӗрленипе кӑна ҫырлахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

«Чӳк», «Ҫурхи уявсем», «Тырӑ ҫапни», «Ҫӑкӑр шӑрши», «Ялти туй» тата ытти ӗҫсенчи вуншар кӗлетке урлӑ чӑваш кун-ҫулне курма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Санпа вара, Атлан, уявсем хыҫҫӑн санӑн ялна, Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассине, кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кассӑра укҫа ҫук, уявсем хыҫҫӑн тин пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Выльӑх-чӗрлӗх тытаканшӑн канмалли кун та, уявсем те ҫук, ҫумӑр лӳшкени те, ҫил-тӑман ҫавӑрттарни те чӑрмав мар.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫӗнӗ клубсенче тӗрлӗ мероприятисем, тӗлпулусем, уявсем ирттерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Уявсем вӑхӑтӗнче ҫынсене тимлӗрех пулма сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Демонстрацисем пулмаҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b4%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӗсен вырӑнне предприятисенче маевка евӗрлӗ уявсем ирттерме сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Демонстрацисем пулмаҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b4%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫапла вара уявсем тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ фольклор ушкӑнӗсем пӗтӗм нацие пӗрлӗх туйӑмӗ кӳреҫҫӗ, ӗмӗрхи йӑла-йӗркене упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кунта ӑна аталантарма пулӑшакан, чӑвашсем хӑнӑхнӑ йӑла-йӗркесемпе уявсем ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑнпа та уявсем ҫитиччен шкулсенчи класс сехечӗсенче тата ытти мероприятисенче ачасемпе, ҫамрӑксемпе ӑнлантару ӗҫӗсем туса ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

«Пушарсен кӑтартӑвӗсене тишкерсе пӑхсан, Ҫӗнӗ ҫулхи уявсем вӑхӑтӗнче ытти кунсемпе танлаштарсан вут-ҫулӑм алхаснӑ тӗслӗхсем 2 хут ытларах», — палӑртрӗ округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Уявсем вӑхӑтӗнче инкек-синкек сиксе тухасран асӑрханмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Пирӗн урамра татах уявсем пулӗҫ-ха!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр сӑмахпа каласан пурнӑҫ вӑл — савӑнӑҫ, уявсем, туйсем, ҫуралнӑ кунсем ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паркра патша ҫывӑхӗнчи ҫынсен уявсем иртеҫҫӗ (юлашки 1867 ҫулта иртнӗ), халӑх уҫӑлса ҫӳрет (1794 ҫулта Робеспьер вӑхӑтӗнче Аслӑ Существо уявӗ иртет) тата ытти паллӑ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ (1783 ҫулта пӗрремӗш монгольфьера хӑпартаҫҫӗ, 1900 ҫулта Франци мэрӗсен банкечӗ иртет, 1989 ҫулта Франци революцийӗ 200 ҫул тултарнине уявлаҫҫӗ).

В парке проходят придворные праздники (последний состоялся в 1867 году), народные гуляния (праздник Верховного Существа при Робеспьере в 1794 году) и прочие знаменательные события (подъём первого монгольфьера в 1783 году, банкет мэров Франции в 1900 году, празднование 200-летия Французской революции в 1989 году).

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Ҫакнашкал уявсем ҫӑмӑл мар ӗҫе пурнӑҫлама хавхалану кӳреҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех