Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утланса (тĕпĕ: утлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша питӗ ӑслӑ выльӑхне пӗлет Илюк, анчах утланса вӗҫтерме ӑс ҫитмерӗ ун паян.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Мотоциклне утланса хӑй ҫулӗпе вӗҫтерчӗ: «Э-э, уй-хир хӑпартӑвӗ кирлӗ сана, машина мар», — тесе аллипе сулса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Вӑл ӗмӗт урхамахне утланса Амӑшӗ патне каллех яла вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Сӑмахран, монгол лашисем те пӗчӗк-ха, анчах та вӗсем ҫине утланса ларсан, Вихтӗр ачам, ҫӗр-ҫӗр ҫирӗмшер ҫухрӑм ҫул тума пулать талӑксерен.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Лар утланса, — вӑшт ҫӗклесе хӑпартать вӑл Вихтӗре.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӑкасем айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫинче ларакан Вихтӗр асаилӳ урхамахне утланса Ачалӑх тӗнчине васкать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсенчен ярса тытса ҫӑварлӑх памалла сана, утланса ларса катаччи чупмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ хыҫалтан пырса утланса ларӑп, — терӗ Откан, кашкӑр ҫине сиксе ларма хатӗрленсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пилӗк таран явӑнса тӑракан ҫивӗтне касса пӑрахать, арҫын пулса, лаша утланса ҫӳрет, суха сухалать, сӳре сӳрет, кӗтӳ кӗтет, чӗлӗм туртма вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни каҫах, лаша утланса, хирелле, анкарти хыҫнелле, туха-туха ҫӳрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем Михха урама урхамах утланса тухнине ҫеҫ курма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫӑварне уҫма ӗлкӗриччен Костя ӑна аякӗнчен чӑмӑрӗпе тӑрӑнтарчӗ, Емелька сиксе пырса утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уншӑн шӑпӑр ҫине утланса вӗҫесси те ним мар.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑл кашни ӳсӗрӗлмессерен урхамахӗ ҫине утланса тухать те ҫынсене пистерсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, ҫилҫунат урхамахӗ ҫине утланса, ял тӑрӑх вӗҫтерсе ҫӳренине Анук та пӗлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усӗр Михха, урхамахӗ ҫине утланса, ял тӑрӑх ҫавраҫил пек вӗҫтерсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, яланхи пекех эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, урхамахӗ ҫине утланса, урам тӑрӑх ҫавраҫил пек вӗҫтерсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла тепре куриччен! — лаши ҫине утланса алӑ сулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗлӗк юпа касма кайсан урапа хыҫҫӑн утпа чи ҫывӑх тӑвансенчен пӗри утланса пымалла, купӑс ҫеммипе юрламалла пулнӑ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех