Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗлхине ҫухатрӗ старик, ҫынсене паллайми те, утайми те пулчӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Снаряд осколокӗ лекнипе сылтӑм ури айӑпланнӑ, утайми пулса ҫулталӑк ытла госпитальте выртнӑ вӑл.
Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak
Сывӑ чух, сӑмахран, этем хӑй алли-урине хак пама пӗлсех те каймасть темелле, мӗнле те пулин сӑлтавпа утайми пултӑр кӑна — ура хакне никамран та лайӑхрах пӗлме тытӑнать.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ху акӑ утайми пулнӑ иккен-ха, ҫӗр ҫинче ҫӗлен пек шуса ҫӳретӗн.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Крахъян аппа халӑх умне тухнӑ чух калама ҫук пӑлханса кайрӗ; урисем те утайми пулчӗҫ унӑн, сасси те ҫӗтрӗ.
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
Малтанах савӑнӑҫлӑ кӗрлеве — ташша-юрра, шӳте-кула — хӑштик-хаштик, хӑшӑл-хашӑл сывлакаласа, Ула Тимӗрпе Полина та хутшӑнкаланҫи тукаларӗҫ-ха, уяв вӗҫленсе пынӑ май вара вӗсем, пӗр хӑмапа утайми пуличченех ӳсӗркакӑрри ҫитсен, иккӗшӗ те лӗмпӗрех пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, утайми чирлӗ выртнӑ чухне те аллинчен кӗнеке вӗҫертмен.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Атя, кайрӑмӑр, — иккӗн икӗ енчен тытрӗҫ утайми пулнӑ ҫынна.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
— Агроном, лаша ыйтас пулать, кун пек часах утайми пулатӑн, — хӑтӑрчӗ вӑл, ӑна икӗ ял хушшинче хӑваласа ҫитсе.
ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шкапри эмелсем пулӑшмарӗҫ, иккӗмӗш кунӗнче Ятман утайми те пулчӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн каҫчен, урасем утайми пуличчен ҫӳрерӗҫ вӗсем Хӗрлӗ площадь таврашӗнчи лавккасем тӑрӑх, анчах вӗҫне-хӗрне тупаймарӗҫ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кур-ха, пит ӑнӑҫлӑ ҫӳренӗ эсир, кун чухлӗ кайӑк тытасси сайра пулать, — терӗ утайми пулнӑ ывӑлне пӗчӗк ачана вырнаҫтарнӑ пек ҫуна хыҫне меллӗн лартса.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ундрицов, унчченех ӳслӗкне аптӑранӑскер, йӑлтах вӑйран ӳкрӗ: хӗресле ҫуна ҫинчен тӑрса утайми пулчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кирек хӑш самантра та турӑ-пике ҫакӑ кичем ҫӗр ҫинчен ҫӗнтерӳллӗн ҫӗкленме пултарать: ан тив, юлччӑрах ҫав ҫӗр ҫинче тин ҫеҫ утма вӗреннисемшӗн — катаччи вырӑнӗсем, хӑйӑрпа вылямалли вырӑнсем; утайми пулнисемшӗн — сӑрри кайса кивелнӗ саксем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫапах та Ильсеяр утайми пулнӑ ӗнтӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ вӑл ют чӳрече айӗнче те сайра хутпа ҫеҫ чарӑна-чарӑна тӑнӑ, выҫӑпа касӑлса ҫитсен, ывӑннипе утайми пулсан ҫеҫ вӑл ыйткалама тухнӑ.И за подаянием у чужих окон дед останавливался редко, лишь когда совсем терял силы.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кайрантарах кам та пулсан лагерьти йӗркесене хирӗҫлеме тӑрать е ӗҫре ӗшенсе ҫитсе утайми пулать, вӑл вара ҫак хуларан чапа тухнӑ Освенцим хулине уйӑхра икӗ хут ҫӳрекен «хура поезд» ҫине лекет.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Агентсем йывӑр аманнисене, утайми пулнисене хӑвара пуҫларӗҫ.Агенты начинают оставлять тех, кто тяжело болен и не может идти.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ури утайми пуласпа, «ҫул курки» текелесе, тепӗр ҫӗр грамм пек ҫуттине ҫӑварне чӳшкӗнтерчӗ те, тайкалана-тайкалана, йывӑҫ пӳрте каҫса выртрӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Красноармеецсем пилӗк таран кӗрт ӑшӗнче ашса пыраҫҫӗ, лашасем ывӑнса пӗрин хыҫҫӑн тепри утайми пулаҫҫӗ, вара ҫынсен ҫунасене кӳлӗнсе тупӑсене, пулемётсене, боеприпассене, апат-ҫимӗҫе хӑйсен туртса пыма тивет.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
- 1
- 2