Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уртса (тĕпĕ: урт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют ҫын сассине илтсе, крыльца ҫине кил хуҫи арӑмӗ, хурарах сӑнлӑскер, сар кӗрӗк уртса тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хулӗсем ҫине вӑл артистсенни пек илемлетсе пӗтернӗ вӑрӑм тумтир уртса янӑ, пуҫӗнче тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ «хӳреллӗ» ҫӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Тӑваттӑмӗш кунне чӑтӑмӗ пӗтет вара, тӑварӑнса тарать, шурӑ япалисене хывса ҫакать те кивӗреххи уртса ярать.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Ой, тинех чун кӗчӗ, — терӗ Миша, хулпуҫҫийӗ ҫине хулӑн пиншак уртса ярсан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Курткине хулпуҫҫи ҫийӗн уртса, вӑл хӗр хыҫҫӑн васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ансӑр хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӑм кофта уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Михаил Васильевич вуласа пӗтерсен, Толя, пиншакне хулпуҫҫи ҫине уртса, тула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ура ҫине тӑрса, вӑл ҫинҫе пилӗкне шерепеллӗ пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, шурӑ тутӑрне пуҫӗ ҫине уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Леонард Левыйпа Юрий Карпов вӗсене хаклӑ парнесемпе чысланисӗр пуҫне хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хитре тутӑрсем уртса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Хӑй ҫине кӗрӗк уртса ярса, Тетей урама тухрӗ, аяккичен хӑйсен ҫурчӗ ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӗлӗк тӑхӑнчӗ те кӗрӗк уртса ячӗ, ҫула май кӑҫатӑ тӑхӑнчӗ, вара кил хушшине сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ хӑйӗн кӗрӗкне хул пуҫҫийӗсенчен уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ямас хӑвӑрт кӗске кӗрӗк уртса ячӗ те аллине лампа илсе, кӑҫатпа ҫенӗке тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, улӑм пӗрчисенчен тасалчӗ, плащне уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл ҫара ӳт ҫине халат уртса ячӗ те тепӗр пӳлӗме кайрӗ, унта хыттӑнах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сумкине илсе хулпуҫҫирен уртса ячӗ Кирей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Теренӗ, ҫаврака хырӑмне ҫын куҫӗнчен пытарма шутланӑн, хуткупӑсне уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ялта пулса куриччен кӗтӳҫ ӗҫӗ Ваҫукшӑн ытла та ансат пек туйӑнатчӗ: кӗтӳҫ текен этем вӑрӑм пушшине уртса ярать те хулпуҫҫи урлӑ, ҫӑвара шӑхличӗ хыпать те — ҫӳрет улӑхра юрласа…

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӳсӗм ҫук, ача хӑпӑл-хапӑл аппарата та хӑй ҫине уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех