Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пусма ларас умӗн йӑвине тӗк-мамӑкӗсене тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ташкентра Узбекистан ӗҫтешӗпе, Шавкат Мирзиеевпа калаҫас умӗн Узбекистан ял хуҫалӑх министрне тутлӑ улма-ҫырлашӑн уйрӑм тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Узбекистан улма-ҫырлин тутине хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3795672

Ҫав дисциплинӑрах Штутгартра иртнӗ Европа чемпионатне хутшӑннӑ, анчах умӗн ирттернӗ квалификацинче ӑна дисквалификациленӗ.

В той же дисциплине принимал участие в чемпионате Европы в Штутгарте, но на предварительном квалификационном этапе был дисквалифицирован.

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Ҫуллахи каникул умӗн «Дюймовочка» ача сачӗн «Пчелки» (Йӑлпӑлакри филиал) тӗрлӗ ҫулхи ушкӑнӑн педагогӗачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетме шутланӑ: хӗрачасемпе («Светофор» команда) арҫын ачасем («Образцовый пешеход» команда) хушшинче «Хаваслӑ жезл» КВН ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... ln-3788360

Пӗтӗм Раҫҫейри библиотека кунӗ умӗн Вырӑс Сурӑм ял библиотекинче ӗҫлекен Надежда Волковӑпа ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗксене пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Тӗслӗхрен, Борис ятлӑ тете Вовӑсем патӗнчен тухса каяс умӗн ялан одеколонпа-мӗнпе сапӑнма юратать.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мами Вовӑна хулана илсе килес умӗн Амӑшӗ ӑна виҫӗ тенкӗ панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗвел анас умӗн уя бригадир пынӑччӗ те кам-кам ӗҫленине, миҫе хутланине паллӑ тума тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫывӑрас умӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Салтака каяс умӗн, кӗрхи кунсенчен пӗринче…

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ӗҫе пуҫӑнас умӗн, — тет ашшӗ ывӑлне, — кӑшт ҫисе пӑхар-ха ҫӗнӗ ҫӑкӑр сӑмсине.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Сана пула, Узин, мӑшкӑл тӳсетпӗр, сан Алюнуна пула ҫынсем умӗн пуҫа усса иртсе ҫӳреме тивет, намӑса ниҫта чикме ҫук, кӑвак ҫӳҫ таран пурӑнсан та, кун пек мӗскӗннӗн туйман хама ял халӑхӗ умӗнче, пӗтӗмпех сана пула! — Ҫиллессӗн куҫӗсемпе ялтӑртатса илчӗ Элине.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ кӗшӗлтетрӗ-ха, ҫывӑрма выртас умӗн йывӑҫ витрере чуста лартрӗ, ыран кукӑль тӑвас терӗ вӑл, ӑшӑ кӑмака ҫинче ирччен хӑпарать чуста.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ывӑлне ҫуратас умӗн ҫавӑн пек мӑкӑрӑлчӑк пулнӑччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑна пичче вӑрҫӑна тухса каяс умӗн лартса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей ретсем умӗн иртрӗ, ӑна-кӑна кӑштахшарӑн туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Телефонпа ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, билетсем сутакан агентствӑра пуйӑс каяс умӗн талӑк маларах билетсене сутма пӑрахаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Уйрӑмах хӑвӑн кивӗ кӗнекӳшӗн, мӗн виличченех усрӑп ӑна, никама та памӑп, хам вилес умӗн ывӑлӑма парса хӑварӑп.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Камай нӳхрепе анса сӑра ӑсса тухрӗ, ӑна сӗтел ҫине лартас умӗн унти шур ҫивиттие илчӗ, ун айӗнче апат-ҫимӗҫ пулнӑ, ҫӑкӑр, ҫӑмарта, хӑяр, помидор.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑл урама тухрӗ, Паймен ун умӗн чупса иртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех