Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарать (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суха пуҫӗн хӑрах туртине, ҫӗршӗннипе хуҫӑлнӑскерне, улӑштарать малтан, купташкасене пуртӑпа ҫапа-ҫапа пӗлтӗрхи тӑпраран тасатать, хӗрарӑмсем тем тӗрлӗ муталаса ҫыхса пӗтернӗ пӑркӑч-пӑявсемпе вуншар тӗвӗллӗ кантрасене каса-каса перет те тин ҫеҫ хӑй явнине ҫыхса пӑрать, вара тӑрӑ тӳпери хӗвел ҫине пӑхса илсе суха пуҫӗн кӗленче пек ҫуталса, якалса кайнӑ шӗшкӗ авринчен ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗр ҫийӗнчи тумне, кашни кун тейӗн, улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ирина вара пӳлӗме кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ кӗрсе тухать: ирхине килти ҫи-пуҫа ӗҫ тумӗпе улӑштарать те смена тӑршшӗпех ӗҫлекенсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шывхуҫи ывӑлӗпе Эсекел хӑй умне пырса чӗркуҫленсе пуҫ тайсан ҫеҫ кӑмӑлне улӑштарать, пулас кин пуҫӗ ҫине хӑйӗн пуҫ кӑшӑлӗнчен пӗр чечекне илсе тирсе ярать, телейлӗ пулма пехиллет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Этем шывӑн юхӑмне улӑштарать, вӗсене халӑх хуҫалӑхӗшӗн кирлӗ еннелле юхтарать.

Люди изменяют течение рек, заставляют их течь туда, куда им нужно.

Этем юханшывсемпе епле усӑ курать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗ пулмасан вӗсене телевизор, компьютер, карас телефонӗ улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Хайлавсенчи ял-хула, шыв-шур ячӗсене те чӑн пурнӑҫран илсе кӑшт ҫеҫ улӑштарать ҫыравҫӑ, е хушӑран, улӑштармасӑр, ҫаплипех хӑварать: Сӑр, Выл, Ункӑ, Юрпаш (Урпаш), Мӑчташ (Мӑчкаш), Кӑрмӑш, Чикме, Автанкасси (Автанҫырми), Ирҫекасси (Ирҫе), Сетмен (Этмен), Хурамал, Чурашкасси.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пысӑк хуйхӑ ҫынна ҫапла час улӑштарать ҫав: вӑйсӑррине хуҫать, вӑйлине вара хӗртсе ҫирӗплетнӗ хурҫӑ пек тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Манӑн йыснан аппӑшӗн пур ун пек ҫип, анчах ӑна сутмасть вӑл, кримпленпа ҫеҫ улӑштарать, — ассӑн сывларӗ Лисук.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Этемлӗх цивилизацийӗ те мӑкланса вырӑнта тӑмасть — киввине ҫӗннипе, сывлӑхшӑн та, хӳтлӗхшӗн те, илемлӗхшӗн те усӑллӑрах, ҫирӗпрех, меллӗрех япаласемпе улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнле улӑштарать, илемлетет иккен ҫынна юрату!..

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑйран сулӑннӑ урисене аран улӑштарать хӑй.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ят тени пурнӑҫа та улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кирлех пулсан ятне те улӑштарать Янтул.

коль понадобится — поменяет имя,

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аркине хӑнтӑр тыттарнӑ кӗске майра кӗрӗкӗ те унӑн сӑнне улӑштарать.

Меняла ее облик и отороченная мехом коротенькая шубка.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна пӑхакан пӗчӗк хӗрача урисене хутлатса кутник ҫине хӑпарса ларнӑ та хӑйӑ хыҫҫӑн хӑйӑ улӑштарать.

Девчонка, приставленная следить за огнем, сидит на нарах, свернувшись калачиком.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫур енне кайсан ҫимелли тӑнчах пӗтсе ҫитет те, Серентей хӑйӗн ҫуртне тепӗр ҫынпа улӑштарать, пӳрчӗ ҫине сӗтев илет.

К весне и вовсе голодать стал Серендей и надумал обменять свой дом на другой домишко, чтоб, значит, получить хлеба впридачу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах та ыйӑх ҫук Кавруҫӑн, Пуҫра ҫӗр тӗс: тухать, кӗрет, — Улӑштарать унта улшуҫӑн, — Ҫитсе чӗтретрӗ — ҫӗмӗрет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

- Чӑнахах та, 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ вӗрентекенсемпе вӗренекенсен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫне палӑрмаллах улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Святой ҫынсен шухӑшӗсене улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех