Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрлетсе (тĕпĕ: тӳрлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайӑшӗ Сингх Раджеш Кумара хӑйсене сыватнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. хуҫӑлнӑ шӑмӑсене тӳрлетсе, ҫӗнӗрен утма ӗмӗт паракан тухтӑр вӗт-ха вӑл!

Куҫарса пулӑш

Врачсем — пур ҫӗрте те пурнӑҫа тӑсакансем // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -tsakansem

Тӗрӗс, таса тетрадь ҫине куҫарса ҫыриччен Рим йӑнӑшсене тӳрлетсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Петьӑпа Володя хатӗрленӗ шӑлсене Хӗветӗр хӑй тепӗр хут тӳрлетсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ҫав хушӑрах хӑй агрегат хыҫӗнчи тырӑ юхакан кукӑр тӑрпана йывӑҫ кӗреҫепе чышса тӳрлетсе илме те манмасть.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Тем, розетки пӑсӑлнӑччӗ те ун, Печча тӳрлетсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Анне ӗнси ҫине анса ларнӑ тутӑрне тӳрлетсе ҫыхрӗ те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Ача чухне курнӑччӗ, пирӗн пускил карчӑк Федула ачасен мӑкӑлтаннӑ урисене ҫавӑн пек тӳрлетсе вырӑна лартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сӑввӑн юлашки тӑватӑ йӗркине хӑв мӗнле тӳрлетсе каялла ярса панине, Шура, астӑватӑн ӗнтӗ:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Юратнӑ сӑвӑсене чипер этем хӑй тӳрлетсе ларас ҫук-ха, апла-тӑк…

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан темле юрӑсен альбомӗ пекки пуль тенӗччӗ, анчах та вырӑнӑн-вырӑнӑн строфасене тем тӗрлӗ тӳрлетсе пӗтернине, хуша-хуша ҫырнисене курсан: «Хӑ, поэтесса пулса тухмарӗ пуль тата ку ман апӑрша?» — терӗ лесник, шутсӑр тӗлӗнсе, вара вулама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр купа пулса кайнӑ ӗнтӗ вӑл тӳрлетсе тултарнӑ пӑтасем.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кунта киличчен кӑна пӗр ывӑҫ кивӗ пӑта тӳрлетсе патӑм эп ӑна.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Кайран, ӳссе ҫитсен, хӑв тӗллӗн пурӑнма пуҫласан, ӗмӗр тӑршшӗпех сысна хӳри тӳрлетсе ҫӳремелле ан пултӑрччӗ сан.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кашни ухмахла япаланах, ачам, тӳрлетсе пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Давыдович: — Хм, — тет те, журнала уҫса, унчченхи «икке» тӳрлетсе, «виҫҫӗ» лартса хурать.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кашнинчен 18–20 кубла метр йывӑҫ тухатчӗ, — хул пуҫҫисене тӳрлетсе илет Павел Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Хумкка хӑтӑшӗ, ҫӗлӗкне тӳрлетсе, пуҫне каҫӑртрӗ, итлеме хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Арихов Пантей Арихович, эсӗ халь ыттисемпе столовӑйне ан кӗр, — терӗ тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шурешкин капитан сӑмси ҫине анса ларнӑ куҫлӑхне тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑвӑртрах тӳрлетсе пар!

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тепӗр хут чӑвашла калатӑп сана: кунта эпир нимӗнле документ та тӳрлетсе лармастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех