Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ял патне ҫитиех тӑсӑлса выртать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Унччен тапкаланма пӑхнӑскер, мӗнле пит ӑшӑ йӑвана лекрӗм эп капла тесе-ши, яшт тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫуна ту-панӗсем айӗнчен икӗ вӑрӑм йӗр ҫуталса, тӑсӑлса юлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ытлашши, тулӑксӑр вӗткеленекенни, сӑмахран, ҫухрӑм чупнипех тӑсӑлса ӳкме пултарать, вӑйне пӗлсе лӗпӗстетекенсем вунӑ ҫухрӑма ним мар ҫитеҫҫӗ чупса.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Левенсен анкартийӗ ҫырма хӗррине ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сасартӑк темрен шуса каять те тӑнкки-танкки пусса лаплатса тӑсӑлса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ирпе Тетей вырӑнӗ ҫинче урисене сарса тӑсӑлса выртрӗ, верандӑра сулхӑн, уҫӑ варкӑш вӗрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӳртре вӑл хӑйӗн кравачӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑй вӑл вырӑн ҫинче ӗҫлӗ ҫын пек тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирейӑн асфальт ҫине тӑсӑлса выртмалли ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Минеслу урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пукан лартса, кӑмака ҫине улӑхать; алли тӑсӑлса ҫитнӗ вырӑнсене питӗ тимлӗн хыпаласа тухать, — ҫутӑ-мулкачне пӳрте кӗртсе выляттаракан Вихтӗр чунӗнче хаваслӑх кайӑкне вӗҫтерттерекен асамлӑ кантӑк ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ун хыҫҫӑн вара тынашка та майӗпен ҫӗкленет, хӳрине шыв кӗвенти евӗр карӑнтарса тӑсӑлса илет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, авалхи пӑхаттирсен хурҫӑ тумӗпе хӗҫне-мӗнне парас пулсан, темиҫе утӑм ҫӗклесе утнипех, тен, тӑсӑлса ӳкмелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мишша Алмазов, юнашар парта хушшинче ларакакскер, Вася Абаев енне тӑсӑлса пӑшӑлтатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӗлӗнмелле, ҫуна йӗрӗ те Кипеккассинеллех тӑсӑлса выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫук, утар пӳрчӗ патӗнчен хире тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса выртакан вӑрман ҫулӗ ҫине тухасшӑн марччӗ-ха йӗлтӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, ӑшша пиҫнӗскер, утар пӳрчӗ умӗпе иртсе кайма шутлать, мӗншӗн тесен унтан хире ҫитиех тӳп-тӳрӗ ҫул тӑсӑлса выртать, анчах та вырӑнтан тапранма ӗлкӗреймест, таҫта мал енче лаша хаяррӑн тулхӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑрах ури тахҫанах сусӑрланнӑран тӑлт-талт пусса чупакан Вихтӗр бригадир, юр ҫине тӑсӑлса выртса, кашкӑрсене тӗллет те, кӗрӗст! тӑвать пӑшал хӑрушшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех