Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасть (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑсемпе инвалидсем валли интернатра пулса курнӑ хыҫҫӑн кунта пурнӑҫ чарӑнса тӑмасть, ҫутӑ сӑрсемпе вылять теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Вӑхӑт та, самант та улшӑнать, пӗр вырӑнта ташласа тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Ҫӗр чӑмӑрӗ ним ҫинче тытӑнса тӑмасть, хӑй орбити тавра ҫаврӑнса ҫӳрет, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.

Венчете тӑмасӑр мӑшӑрланнисем ҫийӗн-е Туррӑн пиллӗхӗ тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кун пек чухне Вова аптӑраса тӑмасть, ӑҫталла утмаллине пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫи, Мишка, ҫи! — лаша хӑйне тивнӗ парнерен — кукӑль сӑмсинчен — ютшӑнса тӑмасть, ҫиет ӑна, ҫӗре ӳкнӗ татӑксене те пуҫтара-пуҫтара илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Нимӗн ыррине палӑрса тӑмасть хӑй.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Нимӗн те тӑмасть ҫынна кӳрентерме.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫурутравӑн кӑнтӑр тата ҫурҫӗр ҫыранӗсенчи шыв температури чылай уйрӑлса тӑрать (4—6 °С), ҫав хушӑрах сывлӑш температури ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑмасть.

Температура воды на южном и северном побережье полуострова резко отличается (до 4—6 °С), при этом температура воздуха разнится незначительно.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Халӗ унӑн шухӑшӗпе паллашар: — Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Левен тӑхтаса тӑмасть, хулана ҫитет.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сидор Сидорович лесничи сывлӑх та сунса тӑмасть: — Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтать хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хальхинче те кӗрсе-туса тӑмасть хуняма.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каялла тухса кайиччен вӑл хӗрӗпе кӗрӳшӗ пурӑнакан ҫурт тавралла уткаласа ҫаврӑнса: — Ак кунта, ачамсем, ҫерем пусса умма лартмалла, — тесе «кӑтарту» пама та ӳркенсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ пиччӗшӗ нумай уяса тӑмасть, тимӗр хӗскӗч пек аллипе Юкура кӑкӑрӗнчен ярса тытать кӑна — икӗ-виҫӗ тӳме, пӑнт та пӑнт туса, кӑпӑшка тусан ҫине пере-пере анать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ йӑлӑнтарса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ те нумай уяса тӑмасть: — Ах, подлюга! — шӑхӑрттарса ярать вӑл хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑхӑт пӗрре те чарӑнса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Иккӗмӗш эрне ӗнтӗ тӑмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пурӑнатпӑр-пурӑнатпӑр кампа та пулин, ҫынни ҫын пекех, ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть пек, унран уйрӑм, урӑх ҫӗрте, урӑх ҫынсемпе пурӑнма пуҫлатӑн ҫеҫ, унччен ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман этеме кунран-кун ытларах та ытларах хисеплеме тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех