Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвассишӗн (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий Степанович Чапаев дивизинче ҫапӑҫнӑ, каярахпа ялта ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвассишӗн хытӑ тӑнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шӑпах вӗсем хамӑр пурӑнакан вырӑна лайӑххи енне улӑштараҫҫӗ, ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, кунта пурӑнакансен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнесра – мал ӗмӗтлӗ ҫынсем кӑна // Н.СМИРНОВА. http://alikovopress.ru/biznesra-%E2%80%9 ... -kana.html

— Ку пӗтӗмпех ҫӳлти пуҫлӑхсенчен килет, унта хӑйсене усӑ тӑвассишӗн ҫеҫ ӑшталанаҫҫӗ, кӗсйисене ытларах укҫапа тултарассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ, халӑха сӗмсӗррӗн ҫаратаҫҫӗ, ҫавӑнпа пурнӑҫ ҫакӑн пек килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Раҫҫей салтакӗ ӑна тӗп тӑвассишӗн тепӗр хутчен алла хӗҫ-пӑшал тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Пирӗн округра пурӑнакансем Канашская урама хӑтлӑх кӗртессишӗн тата универсаллӑ спорт площадки тӑвассишӗн сасӑлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлав вӗҫленсе пырать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d1%81%d0%b ... %82%d1%8c/

Совет ҫыннисем ҫичӗ ҫуллӑх заданийӗсене срокчен пурнӑҫлассишӗн, ҫапла вара коммунизмӑн пурлӑхпа техника никӗсне тӑвассишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑл йывӑр тӗттӗмлӗх витӗр Аслӑ Октябрь ҫутатнӑ кунсенче чӑвашра ирӗклӗ те ҫутӑ пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗҫ халӑхӗн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн кӗрешет; вӑл граждан вӑрҫи пынӑ юнлӑ хирсенче ютсемпе ҫапӑҫать; вӑлах, каярахпа, юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн, хӑш чух выҫӑ пулин те, пӗр ӳпкелешмесӗр йывӑр ӗҫе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Эпӗ ун пек юрату пирки мар, ҫынсен пӗр-пӗрне юратмалли-килӗштермелли, эсӗ те, эпӗ те, ыттисем те пӗр-пӗрне хисеплемелли, лайӑх тӑвассишӗн тӑрӑшмалли пирки калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виталипе Ирина Пашкинсем, Петр Захаров, Анатолий Виноградов, Люба Тарасова мӑшӑрӗпе, Владимир Колпаков пуҫланӑ ӗҫе хӑвӑрт та паха тӑвассишӗн тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Писатель шӑпах ҫавӑнта куҫса кайнӑ чӑваш ҫемйинчен тухнӑ ӗнтӗ, шахтер пулнӑ, революци хыҫҫӑн партизан сукмакӗсемпе ҫӳренӗ, Колчак карателӗсемпе ҫапӑҫнӑ, кайран ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвассишӗн ырми-канми ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл ачасене пӗлӳ тӗнчине пуҫласа илсе кӗрет, вӗсенчен ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тӑвассишӗн ырми-канми тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ватӑсен пурнӑҫне интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ тӑвассишӗн те тимлеҫҫӗ кунти ӗҫченсем.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ял пурнӑҫне пуянрах тӑвассишӗн вӑй-халне, вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ», - вӗсене чӗререн тав тунине палӑртрӗ Альбина Дмитриевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Альбина Фомина староста вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, тӑван тӑрӑхне илемлӗрех, ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвассишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Гена хӑйсен ялӗнче колхоз тӑвассишӗн пӗтӗм вӑй-халне парса кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш писателӗсем рабочисемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ҫеҫ мар, коммунизм тӑвассишӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен интеллигентсем ҫинчен те сахал мар произведени ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫапла тӑлӑх ачасен ҫуртӗнче ҫитӗннӗ ҫын коммунизм обществи тӑвассишӗн пыракан кӗрешӳре хӑйӗн чӑн-чӑн телейне тупать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Коммунизм тӑвассишӗн пыракан кӗрешӳре литературӑпа искусство пӗлтерӗшӗ те, вӗсем йышӑнса тӑракан вырӑн та пӗчӗк мар.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех