Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвас (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Директорсен канашӗн ларӑвӗнче ирттернӗ сасӑлавра 17 сасӑран 10 сасӑ ҫак проектшӑн хӑйӗн сывлӑхне шеллемен, пӗтӗм пурнӑҫне ку ӗҫе халалланӑ Вашингтон Рёблинга кӗпере тӑвас енӗпе тӗп инженер вырӑнӗнче хӑварассишӗн сасӑланӑ.

На заседании совета директоров по строительству моста 10 голосов из 17 было отдано за сохранение должности главного инженера за Вашингтоном Рёблингом, отдавшим этому проекту здоровье и посвятившим ему жизнь.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Анчах та Бруклин кӗперне тӑвас енӗпе ӗҫлекен директорсен канашӗ Рёблинг фирминче туса кӑларнӑ хурҫӑ канатсене туянассине йышӑнмасӑр иккӗленӳллӗ поставщикпа контракт алӑ пуснӑ.

Однако совет директоров по строительству Бруклинского моста отклонил поставку стальных канатов с фирмы Рёблинга, подписав контракт с сомнительным поставщиком.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Халӗ пирӗн пӗтӗм вӑя тӗнчери чи пысӑк тата чи вӑйлӑ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене тӑвас ӗҫе кӳлентермелле.

Сейчас мы должны направить все силы на строительство самых больших и самых эффективных вооруженных сил в мире.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ҫак экспериментсем каярах ракетӑсене, спутниксене тӑвас ӗҫе аталантарма пулӑшнӑ тата космос ҫулҫӳревӗсен пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ.

Эти эксперименты позже привели к созданию ракет, спутников и началу космических путешествий.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Уфа хулинчи экспертсем Елена Князева, Ксения Нехороших тата Светлана Нечаева уҫнӑ чухне хӑйсен хаклӑ пӗлӗвӗпе ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ бизнес тӑвас ӗҫре опычӗ ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Илпек пурнӑҫ тӑвас тесен пикенсе, хӗрӳ ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗҫшӗн тунсӑхласа-тӗмсӗлсе ҫитнӗ пулас вӑл; аллисем ытла вӑр-вар, ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе тӑрӑшни, шутсӑрах хыпкаланни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тек укол тӑвас ҫук ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ кӗшӗлтетрӗ-ха, ҫывӑрма выртас умӗн йывӑҫ витрере чуста лартрӗ, ыран кукӑль тӑвас терӗ вӑл, ӑшӑ кӑмака ҫинче ирччен хӑпарать чуста.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл ҫавнашкалах ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн, арҫынсӑр пурӑнчӗ, пире те йывӑр килнӗ арҫын ачашланисӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӗнтӗ мӗн тӑвас тет ял халӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унӑн питӗнчен, мӑйӗнчен, пӗтӗм ҫепӗҫ те юр пек шурӑ ӳт-пӗвӗнчен чуп тӑвас килет Узинӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Паллах, ҫук, Алюна, манӑн сана япӑх тӑвас килмест.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тӑрӑшатпӑр, пирӗншӗн никам та нимӗн те тӑвас ҫук, ӑна кӗтместпӗр те, ахалех ҫӑкӑр ҫиместпӗр ҫак тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Итле малалла, хваттер туянма хӑвӑртрах укҫа тӑвас тесе иксӗмӗр ӗҫлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Сире ырӑ тӑвас тесе сӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кунта та санӑн кил пур тесе шутла, мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Лайӑх ҫыншӑн яланах ырӑ ӗҫ тӑвас килет, — вӑл кӑмӑллӑн кулса, тӳрремӗн ун ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ку укҫасемпе мӗн тӑвас тетӗн, Кирей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Влаҫ пирӗн алӑра, мӗн шухӑшласа хуратпӑр, е мӗн тӑвас тетпӗр, ҫавна пурнӑҫа кӗртетпӗр, пӗтӗм саккунсене хамӑра валли йышӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех