Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсем хӑрушлӑхрине туйса, тутарсем «Алла! Алла!» (Турӑ! Турӑ) тесе кӑшкӑрашса тарнӑ, ҫарпуҫӗсем вӗсене «Тыр! Тыр!» (Тӑр, тӑр) тесе кӑшкӑрнӑ, тет.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Алла! Алла, — кӑшкӑрса янӑ тутар, унтан кустӑрма хыҫҫӑн пӑхса: — Тыр! Тыр!..» тенӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тыр ҫи ӗҫӗнче малта пыракансем
Пӗрчӗллӗ культурӑсене вырса пухас ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... nse-pyracc
Тыр ҫи – 2024
Пӗрчӗллӗ культурӑсене вырса пухас ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... nse-pyracc
Ухлӗм ути ҫитӗнсен, Пиҫсе ҫитсен, хӗрелсен, Кӗт тытнипех ирӗлсен, Ҫӗнӗ ҫава туптаса, Килне-йышне вӑратса, Лаша кӳлсе тӑратса, Урапа ҫине лартса, Ҫынсем кайӗҫ ут ҫулма, Ут ҫулма та тыр вырма, Уйран кӗлте турттарма.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
Ҫумӑр ҫусан, тыр тӗшши сулмаклӑ та пирчев пулать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ларти тыр пек.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Тыр выракансем патӗнче те, кӗлте ҫыхакансен тапӑрӗнче те пулса курчӗ председатель.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урайӗнче тыр пӗрчисем сапаланнӑ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чипер, ҫӗнӗ мӑшӑра Пурте кирлӗ пурнӑҫра: Тыр акмалла, вырмалла, Йӗтӗн-кантӑр татмалла.
Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.
Вара акмасӑр тумасӑр тыр вырса илӗпӗр.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Кулленхи калаҫура чӑвашсем «тыр хушшинче кӑвак чечек курӑнать» теҫҫӗ, «кӑвак чечек ӳссе ларать» темеҫҫӗ.В повседневной речи чуваши скажут: «среди зерна покажутся синие цветы», «вырастут синие цветы».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ҫеҫен хир варринчи Тулӑхлӑ тыр ани, Ыраш пусси каллех Сар шӑркана ларни.
Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267
Канашри муниципаллӑ округ курава Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи «Мелилотус» кооперативӑн пылтан тунӑ продукцине тата «Пионер» агрофирмӑра ҫитӗнтернӗ тыр пула кӑтартрӗ.
Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/
Ҫулне мана тыр вырма каякан колхозницӑсем кӑтартрӗҫ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Патша хӑйне чи малтан тӗл пулнӑ ҫынна Алла тесе чӗннӗ, унтан теприн ятне ыйтса пӗлнӗ, лешӗ Тыр ятлӑ пулнӑ иккен.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тыр вырма тухсан, килӗнче хӗрарӑм пулманран-и, авланма шут тытать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Килӗшетӗр пулсан атьӑр, тыр вырма тухиччен кайса килер.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халиччен, уйрӑмах вӑрҫӑ ҫулӗсенче, ку енчи чӑвашсем ҫава-лапатка, тыр вырнӑ чух вара ҫурла ҫитменнипе хӑшкӑлатчӗҫ.
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кил-ҫуртра Иливан тытман ӗҫ ҫукпа пӗрех: ака-суха тума пӗлет, тыр вырма, утӑ ҫулма пултарать, сунарта ялти ҫамрӑксенчен пуринчен те ирттерет — аслашшӗ ӑна иртнӗ хӗлле кун пирки куҫ умӗнчех каларӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.