Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухӑҫлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тухӑҫлӑ (тĕпĕ: тухӑҫлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай ҫул тӑршшӗ ҫак ял хуҫалӑх предприятийӗ пысӑк тухӑҫлӑ тата рынокра кирлӗ ял хуҫалӑх культурине — хуратула аталантарассипе тӗллевлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Чӑваш Ен Цифра министерствине влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсемпе тата муниципаллӑ влаҫпа пӗрле ҫак ҫул-йӗре малалла аталантарма, Чӑваш Ен Экономика министерствине вара - «Тухӑҫлӑ министерство» тата «Тухӑҫлӑ муниципалитет» пилот проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме хушатӑп.

Минцифры совместно с органами исполнительной и муниципальной власти поручаю продолжить реализацию этого направления, а Минэкономразвития Чувашии – реализовать пилотные проекты «Эффективное министерство» и «Эффективный муниципалитет».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫченсен тухӑҫлӑ ӗҫне нумай патшалӑх районти наградисемпе: Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, медальсемпе палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ҫулӗсем // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1718951736

«Хамӑр аграрисене тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав туса ӑнӑҫу сунатӑп!» - тенӗ Радий Хабиров.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра ака ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... ch-3805225

- Шэньян делегацийӗшӗн Пушкӑртстана килсе кайни тухӑҫлӑ пулчӗ, ӗҫлӗ калаҫу хыҫҫӑн темиҫе килӗшӳ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715

Ҫанталӑк парсан, ҫӗрӗҫченӗсем хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пырсан тухӑҫлӑ тырпул та, тымарҫимӗҫ те, пахча-ҫимӗҫ те туса илме пур майсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хирсем пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ // Илдус Миннетуллин. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Тӳрӗ кӑмӑлпа тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Наталия Ивановнана Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствин икӗ Хисеплӗ грамотипе, Пишпӳлек район администрацин Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк сӗт сезонӗ пырать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3815534

Аса илтеретпӗр, «Тивӗҫлӗ тата тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗ шайӗнче «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан вӑрлӑх экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3812887

Радий Хабиров сотрудниксене тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пелепейри сӗт комбиначӗ 2024 ҫулта ҫемҫе сыр туса кӑларассине хута ярӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ar-3811891

Учительсемпе шкул сотрудникӗсем хӑйсем тӑрӑшни СВОна хутшӑнакансене ҫар задачисене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама тата ҫӗнтерӳ тума пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкул коллективӗ маскировка сеткисем ҫыхать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3806210

Ҫакӑ шӑпах вӗсен вӑхӑтра тӳрӗ кӑмӑлпа тата пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫне пула пур ҫӗрте те тӗрлӗ пандемисене, эпидемисене тата вирус чирӗсене сарма памассине, сурансене, тӗрлӗ чир-чӗрсене сиплессине витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Ҫав ҫулах тухӑҫлӑ та хастар вӑй хунӑшӑн Тутарстан АССРӗн выставка комитечӗн Тав хутне тивӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Вӗсемпе пирӗн округри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем те тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

«Ҫӗр улми тухӑҫлӑ пултӑр тесе ӑна вӑхӑтра апатлантаратпӑр, шӑрӑхра шӑваратпӑр тата ытти те. Техники ҫӗнӗ пирӗн, хуҫалӑхри ӗҫченсем те шанчӑклӑ ҫынсем, ҫавӑнпа ӗҫре ӑнӑҫу пуласса шанатӑп», — терӗ Геннадий Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Халь ҫанталӑк хӗвеллӗ те ӑшӑ тӑнӑ май, ҫӗр ӗҫченӗсем те кашни кунпа тухӑҫлӑ усӑ курса уй-хиртен кӗмеҫҫӗ те темелле.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Куравра ҫамрӑксен политикине тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине халалланӑ наци тӗллевӗсен кунӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей» куравра // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %80%d0%b0/

Пушкӑртстанпа тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен Канаш ларӑвӗнче Узбекистанри хӑш-пӗр облаҫсен ертӳҫисем каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионӗсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3788345

Обществӑлла хуҫалӑхри мӗнпур отрасльсене ҫирӗп те пысӑк тухӑҫлӑ аталантарса пынӑ.

Добился устойчивого и высокоэффективного развития всех отраслей общественного хозяйства.

Андреев Евтихий Андреевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи районсем суханпа мӗн ӗлӗкрен тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫырла тухӑҫлӑ пулнӑ тата шултра вӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех