Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухасла (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче Кирей килне таврӑнса сумккине лартма ӗлкӗреймерӗ, ун ҫине Илепи сиксе ӳкрӗ, тӗрлӗ усал та намӑс сӑмахсемпе калаҫма пуҫларӗ, вӑтанма та пӗлмерӗ, куҫӗсем алчӑраса кайса кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла ялтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӗҫ-вӗҫ юн пӗрхӗнсе тухасла.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тискер чӗрчуна курса хӑранипе чӗре сиксе тухасла тк-тк-тк туса тапать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Хӑйне Тамара ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫурӑлса тухасла тарӑхрӗ пулин те, чӑтрӗ вӑл, чӗрине хытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн пичӗ юн пӗрӗхсе тухасла хӗрелчӗ, унтан сывлӑш ҫавӑрса илсе сӑмахне тӑсрӗ:

Он сильно покраснел. Потом снова заговорил:

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ытти пысӑк ыйтусем пуҫа ҫурса тухасла ҫаврӑнса-пӑтранса тӑнӑ чух вӗсем пирки калаҫса ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирттермелле иккен-ха!

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ан тив, вӑл сан хӑть кӑкланса тухасла ҫаврӑнтӑр, эп пурпӗрех тепӗр шухӑшӑма калатӑпах.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри кӑкӑр кӑшкарӗнчен сиксе тухасла кӑлтлатса тапма пуҫласан Таранов диван ҫине тӑсӑлса выртрӗ кӑна — электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫаврака куҫӗсем халь-халь сиксе тухасла чарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тарӑннӑн сывлать унӑн кӑкӑрӗ, чӗрине тем ҫитмест, темшӗн хирӗлет вӑл: сиксе тухасла тапать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗр ҫурӑлса тухасла сывларӗ, чышкисене чӑмӑртаса Ахпӑлат еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшман чӗрине шӑтарса тухасла пӑхать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп куҫӗ сиксе тухасла мӑчлата пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗри унӑн сиксе тухасла тапатчӗ, пуҫӗнче юн вӗретчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук шикленсе ӳкрӗ, унӑн чӗри сиксе тухасла тапать: тен, амӑшӗпе Улькка килтех, вӗсене фашистсем тухса тарасран хураллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сашукӑн чӗри сиксе тухасла тапнӑ.

Бьется Сашкино сердце, будто хочет вырваться из груди.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Тен, мӗн те пулин ҫимелли те парӗ, пӗрле чухне пӗр чӗлӗ те тӑрантарать, теҫҫӗ вӗт, — чунне тавӑрса, халь-халь куҫҫуль тапса тухасла пит-куҫпа ӳкӗтлет, йӑлӑнать пӗр Пурисӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗри ҫунса тухасла вӑрканине пула Анук ним тума аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех