Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хветӗр кукка ашшӗне, сакӑр вуннӑ тултарнӑ Ларивана, ял ҫинче вӑрӑ Лариван тенине темиҫе те илтнӗ эп.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Икӗ ҫул тултарнӑ тӗле тулли ҫӑвар ахахран таса шӑл шӑтса тухнӑ ун.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Пӗри шыв тултарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ сарлака ӑшӑх тимӗр савӑтра тем пӑтратать, тепри ҫывӑхри купаран ылтӑн тӑприне пысӑк ещӗке тултарать, виҫҫӗмӗшӗ алӑри вӑрӑм авӑрлӑ ӑскӑч ҫине, тем шыранӑ пек, тинкерсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑшӗ-пӗри тарӑн шурф патӗнче тӑрмашать, теприсем тин ҫеҫ чавма тытӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем шӑтӑкран шӑн ҫӗр катӑкӗсем тултарнӑ сарлака бадьяна, кулатаран тулли шыв витри кӑларнӑ пек, ҫавӑрса кӑларса тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мӗн чыхса тултарнӑ вара кунта?

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

«Начар ӗҫлет», «Взятка илет», «Чирлӗ ачасен сывлӑхне юсасшӑн тӑрӑшмасть», — тата темӗн те пӗр элеклесе ҫырса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ун чух мана, вунпиллӗкри хӗрачана, хӗрӗх ултӑ ҫул тултарнӑ атте чылай ватӑ ҫын пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпӗ тулли витресемпе каялла ҫитнӗ ҫӗре чӑматансем, тӗркесем хурса тултарнӑ пилӗк лав, пылчӑк ҫӑрса, пирӗн тӗлелле ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗрле вӗсем ҫыран хӗррипе икӗ километра яхӑн тасатса тухнӑ та коммуналлӑ хытӑ каяшсене 28 миххе пухнӑ, пластик савӑтсем, ҫӗмрӗк кӗленче, консерва банкисем, апат-ҫимӗҫ каяшӗсем тултарнӑ михӗсем т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3805958

Ветерана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Кахӑрлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатхуллин килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте» сӑмаха калама пӳрмен // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lama-prmen

Ҫул ҫитмен ача 16 ҫул тултарнӑ пулсан, ӑна 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран административлӑ штраф хураҫҫӗ, транспорт хатӗрне ятарлӑ стоянкӑна лартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

«— ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ официаллӑ аккаунтсенчи хӑйӗн страницисенче. Чаплӑ пианист, Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев тата чаплӑ актер, Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков Уфара Федор Шаляпин ячӗпе хисепленекен музыка Музейне ҫитсе курнӑ. «Вӗсем пирӗн пата музыка фестивалӗпе тата Уфа 450 ҫул тултарнӑ ятпа мероприятисен шайӗнче ҫӗнӗ постановкӑпа килнӗ. Музей хӑнасене килӗшнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп. Вӑл пысӑках мар, анчах питӗ хӑтлӑ, — палӑртнӑ Радий Хабиров. — Денис Леонидовичпа Сергей Витальевича Уфара вӗсен концерчӗсемпе спектаклӗсемшӗн, пӗтӗмӗшпе илсен, Пушкӑртстана тимленӗшӗн тав тӑватӑп. Пирӗн ҫынсен столицӑри концертсемпе спектакльсен атмосферине путма, пирӗн ҫӗршывӑн аслӑ культурине тӳрех хамӑр республикӑра сӗртӗнме май пурри питӗ пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... sn-3792589

Рамазан Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50246-racc ... he-c-ntern

Площадкӑна вӗсене пысӑках мар тимӗр контейнерпа — шлюзпа — ҫитернӗ, унтах хӗснӗ сывлӑша та тултарнӑ.

На площадку они попадали с помощью небольшого железного контейнера — шлюза, куда также нагнетался сжатый воздух.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Тӑпрана чавса кӑларнӑ хыҫҫӑн кессонсене бетонпа тултарнӑ, ҫапла майпа ҫирӗп никӗс хатӗрленӗ.

После окончания выемки грунта кессоны заполнялись бетоном, формируя тем самым прочный фундамент.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Сарӑ хыртан ӑсталанӑ 43 метр тӑршшӗ тата 27 метр сарлакӑш ӗҫлемелли вырӑнлӑ камерӑсене 6 пая пайласа кашнинех шыв пусӑмне хирӗҫ тӑма май туса памашкӑн хӗснӗ сывлӑшпа тултарнӑ.

Рабочие камеры, сколоченные из жёлтой сосны, 43 метра в длину и 27 метров в ширину, разделённые на 6 отсеков каждый заполнялись сжатым воздухом, чтобы противостоять давлению воды.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫӳҫ типӗтнӗ чухне кашни кун ҫавӑн ҫинчен шутлатӑп, мӗншӗн тесен халь хамӑн фен та вунӑ ҫул ытла тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗчӗк чухне аннен те, унӑн аппан та 10-20 ҫулхи япаласем пурччӗҫ…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1853

Ҫӗнӗ инвестор ӗҫе йӗркелесе яма пуҫӑннӑ ӗнтӗ, чӗп туянса витесене тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi

— Малтан вӗсем, тем ҫӗлекеннисем, ӗҫсе тултарнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӑкӑрӗ-ҫурӑмӗ ҫине те медальсем ҫакса тултарнӑ хастар разведчик хӑвӑрт шӑвӑнса ҫитет унта, хӗвел ҫаврӑнӑш тунине — элес-мелес хӑрушӑ гранатӑна — ывӑтать те тӑшмансен аманнӑ генералне, Варук Вали ятлӑскерне, хамӑрӑннисем патне вӑйпах ҫавӑтса каять.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех