Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивмест (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никам та таптамасть вӗсене, качака та, мулкач та тивмест.

Куҫарса пулӑш

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗр вырӑнта вӑрах чарӑнса тӑма тивмест.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫыннӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче мӗн кӑна курма тивмест пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар... // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... -takar-mar

Ҫапах та юлашки вӑхӑтра ҫӗршывра ултӑ уйӑха ҫитмен 3 пепкерен 2-шне амӑшӗн сӗчӗ тивмест.

Куҫарса пулӑш

Чи усӑллӑ апат // Ирина СМИРНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d1%82/

Ҫак савӑтсенчен кашнинех тараса чашки ҫине лартсан, айккинчи мӗнпур пусӑмсен горизонтальлӗ хушӑнаканӗ тараса чашкине тивмест; вертикальлӗ хушӑнаканӗ б савӑтӑн тӗпне тивекен пусӑм вӑйӗ ҫумне хутшӑнать тата в савӑтӑн тӗпне тивекен пусӑма чакарать.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Винт линине тӑвакан гипотенузӑна пӗр-пӗр паллӑ кӗтес чухлӗ тайӑлтарсан, винт хӑйне хӑй тормозлакан пулать: вара унӑн тӗнӗлӗ тӑрӑх темӗнле вӑй тивсен те, винт ҫавракӑшне нимӗн чухлӗ тытса тӑракан вӑй та тивмест пулсан та, сӗртӗнӳ вӑйӗ тытса тӑнине пула, винт хускалма тытӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Мӑлатукпа е савӑлпа, е шӗвӗр япалапа ҫапни кашни хутӗнчех япалан пӗр вырӑнне тивмест.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Чунсӑр ҫынна — чӗн тивмест, Муллӑ ҫынна — мул тивмест.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Эпир пурте ун хыҫне пытанатпӑр та, хирӗҫӳ пире тивмест, — шӳтлеме чарӑнмарӗҫ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ку ӑна пырса тивмест тенӗн Элиме стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑнах та, мӗнле кӑна хӗн-терт курма тивмест хальхи ҫамрӑксен!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Паянхи калаҫу нимех те мар, сана пырса тӗкӗнмест тивмест, — терӗ Васелиса.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсене хӗвел ҫути пӗр пек ӳкмест, ӑшши те пӗр пек тивмест.

За это время разные места на земле неодинаково освещаются солнцем, получают неодинаковое количество тепла.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Ҫапла эппин, — терӗм ӑна, — пирӗн патра сире вӗҫме тивмест ӗнтӗ, анчах ҫапах та авиаципе таччӑнах ҫыхӑнса тӑратӑр. Сирӗн хӑвӑрӑн вӗҫмелле те пулнӑ-и?» — тесе ыйтрӑм юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чух сӑмахсене суйласа тӑма тивмест, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнесен пилӗк-ултӑ ҫухрӑмри яла утса ывӑнма тивмест.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ГКЧП-на кӑна пырса тивмест.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Кашнинех тивмест ун пек телей…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Маччине пукан ҫине хӑпарса тӑрсан та пуҫ тивмест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑрмана ҫитиччен хамӑр кашниех вӗсен пӑшалӗсене йӑтса пырасшӑн тӑрӑшатпӑр, анчах ку тӳпе пурне те тивмест

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех