Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗмӗр (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӑҫал, акӑ, пӗрремӗш хут рапспа та ӗҫлесе пӑхас терӗмӗр», — пӗлтерчӗ Иван Геннадьевич.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Хаклавра хӑш-пӗр сӑмах илнисен шухӑш-кӑмӑлне уйрӑммӑн палӑртсах хӑварни вырӑнлӑ пулӗ терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Паҫӑрах каларӑмӑр-ха, хӑш-пӗр пулӑмсене Мишка Вихтӗртен те ытларах ӑнланать терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗлесчӗ сирӗн, хӗрсем, чӳречерен пӑха-пӑха супрӑмӑр, темиҫе хутчен те пахча хыҫне тухса кӗтсе тӑтӑмӑр, килет-и пирӗн Алюна терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Шӗкӗр турра, аванах, вӑл та килесшӗнччӗ те, нумай пулмасть виҫҫӗмӗш ача ҫуратрӗ, ҫавӑнпа чӗчӗ ачипе ҫӳреме чӑрмануллӑ терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫитменнине, пире эсӗ ӗҫ тупса патӑн, эпир кунта пӗрле пухӑнса канашларӑмӑр та парне илес мар терӗмӗр, сана вӑл кирлех мар пулма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эсӗ ун чухне командировкӑра пулнӑ, вӑхӑтра ҫитейместӗн пулӗ терӗмӗр, ҫавӑнпа сана чӑрмантарас темерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫавна май ял ҫумӗнчен ҫывӑхах мар тырӑ выракан комбайн патне ҫитесех терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

«Ара, — терӗмӗр, — выля…»

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпир чӑваш тумӗн пуянлӑхӗпе илемлӗхӗ курӑмлӑ пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр, тӑхӑнса-сырӑнса ҫӳремелли мелсемпе те паллаштарас терӗмӗр.

Мы стремились к тому, чтобы в нашей книге нашли наглядное отражение богатство, художественные достоинства народного костюма, а также национальное своеобразие манер его ношения.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Шарламарӑмӑр вара, ӗҫлетӗрех, терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уява та, ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнине те хӑнасене чӗнсех паллӑ тӑвас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрсен бригади, терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир ӑна сывлӑх, вӑй-хал, чӑтӑмлӑх сунтӑмӑр, спецопераци ҫӗнтерӳпе вӗҫлентӗр терӗмӗр.

Мы пожелали ему здоровья, много сил и терпения и чтобы спецоперация завершилась победой.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Юлташпа вӑрман сывлӑшӗнче канас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ывӑлусем те танкистсемех терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер акӑ Архип Григорьевичпа канашласа лартӑмӑр-лартӑмӑр та санран пулӑшу ыйтас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улӑхса ҫитсен пӗр тапхӑр канса илес терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпир ҫав ҫынсем ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлес терӗмӗр: камсем, ӑҫтан, мӗнлескерсем?

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӗрне малтан калас темерӗмӗр, вӑл ӗҫлеме кайсан ҫеҫ Венюк юлташпа сирӗн пата килсе амӑшӗпе, тӑванӗсемпе паллашса туй пирки калаҫас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех