Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприн (тĕпĕ: тепри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрин чӑлт шурӑ урхамах, теприн — курак тӗкӗ евӗр йӑлтӑртатакан ӑйӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кунта тӑрӑшса касса хунӑ икӗ хут татӑкки, пӗрин ҫинче килти телефон номерӗпе унӑн адресӗ, теприн ҫинче служебнӑйпе сотовӑй телефонсен номерӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗри туса ҫитереймесен теприн ҫине тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Чӑн та, пӗр ӗҫе тунӑ чухне пӗри сахалтарах ӗҫлет, тепри ытларах, пӗрин усси пысӑк, теприн пӗчӗк, тесе лармалла мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Теприн тӑван амӑшӗ те салтакри ывӑлӗнчен ҫапла ыйтмасть пуль.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ну, хӑшӗн аппӑшӗ ӗне сӑвакан, теприн пиччӗшӗ летчик.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр-пӗр кит йышӗ ӳксен кит тытакансен тимлӗхӗ йӑрӑмлӑ китсен тепӗр пӗчӗкрех кит ҫине ӳкнӗ, кайран теприн ҫине.

По мере падения численности внимание китобоев переключалось на следующего по размеру полосатика, и так далее.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Аппарат пӗрин аллинчен теприн аллине куҫса ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗр тусӗнчен кивҫен ыйтать, теприн патне чупса каҫать — пурте кутӑн ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисене ыйхӑран вӑратса тӑна кӗрт-ме тӑрӑшнӑ пек, пӗрин патӗнчен теприн патне пырса силлерӗ, вӗсем йывӑр ыйха путнине ӗненсен, коридора тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫра пӗрин ирӗкне ҫеҫ парӑнни, теприн кӑмӑл-шухӑшне хисеплеменни телей кӳрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗри теприн ҫине сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Итлесе ывӑнатӑп та вара вӗсен сӑмахӗсене пӗр хӑлхаран кӗртсе теприн витӗр кӑларса яма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ачасем ӑна пӗр алӑран теприн ҫине куҫараҫҫӗ, вӗре-вӗре сивӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пӗрин те теприн ячӗпе ыйтса ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ҫӗр штук шӑвӑҫ, олифа, сӑрӑ, художник ӗҫӗ, пӗр пуҫлӑх патӗнчен теприн патне ыйтса ҫырнӑ хут… — шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрин ҫумне ҫулӑхнӑ, унтан — теприн ҫумне.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Анчах чеелле хӑналать: юратнӑ кӗрӳшӗ умне ҫу чышкӑнтарать те чышкӑнтарать, теприн умне пӗрре те ямасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Ҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ӗҫ пайламаҫҫӗ: кам пушанать, теприн патне чупать.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Теприн ҫырлисене татма пуҫланӑччӗ кӑна, сӑмса умӗнченех чӑрӑш йӗкелӗ патлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех