Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Славик кӗсйинчен йӑпӑр-япӑрах бинокльне кӑларчӗ, кӗленчисене пӗчӗк тутӑрпа шӑлкаласа тасатрӗ.
Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Хӑй кӑмпа пуҫтарса вараланнӑ аллине ҫулҫӑсем ҫинчен шӑпӑртатса юхакан шултра тумламсемпе ҫуса тасатрӗ.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Сасартӑках шӑмшак йывӑрланса кайнине туйса, Игорь тӑчӗ, кӳлӗ хӗррине кайса, савӑт-сапа ҫуса тасатрӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулта Совет Ҫарӗ Тӑван ҫӗршыва оккупантсенчен пӗтӗмпех тасатрӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑл ура ҫине тӑчӗ, чӗркуҫҫине юртан аллипе шӑлса тасатрӗ.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Шкапран тусанланнӑ поднос кӑларчӗ, ӑна вӗри шывпа ҫуса тасатрӗ, алшӑллипе шӑлса типӗтрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Камай ӑна тусанран тасатрӗ те асӑрхануллӑн алшӑллине тӗркесе портфельне чикрӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Ҫимун кӑмакине хупрӗ, апатланса, сӗтел ҫине шӑлса ҫеҫ тасатрӗ, ҫак вӑхӑтра алӑк умӗнче ура сасси пулчӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ним пулман пек, ҫийӗнчи юра ҫапкаласа тасатрӗ те ура ҫине тӑма пӑхрӗ — ҫавӑнтах, ахлатса, ҫӗре пӗшкӗнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хура мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ сухалне сарӑхнӑ пӳрнисемпе шӑлкаласа тасатрӗ Ҫӗпритун.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫикелес те ӗҫе уттарас, — мӑкӑртатса пурттине каска пуҫне тӑрӑнтарчӗ Хумкка, сарӑхнӑ пӳрнисене умри саппунӗпе шӑлкаласа тасатрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫирӗм ултталла ҫитнӗ, мӑйӑхӗпе сухалне ӳстернӗрен хӑй ҫулӗнчен аслӑрах курӑнакан ҫамрӑк ҫын рама чарчӗ, подрамщикпа пӗрле ӗҫ вырӑнне тасатрӗ, цехран тухрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл тырӑ тасатмалли-сӑвӑрмалли техникӑна пӑхса тӑчӗ, кирлӗ чухне тасатрӗ, юсарӗ те.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Вӑл, яланхи йӑлипе ҫывӑрма выртас умӗн питне-куҫне ҫурӗ, шӑлне тасатрӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ /ун шухӑшӗпе пуҫ кун пек ҫӗр каҫа лайӑхрах канать/, электролампа сӳнтерме тесе аллине ҫеҫ тӑсрӗ — коридорта ура сасси илтӗнсе кайрӗ, каччӑ вырӑн ӑшне чӑмрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫумӑр вӑрманӑн пушар кирӗкпе ҫуса тасатрӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Йӗпе куҫӗсене тепӗр хут сӑтӑрса илчӗ, пӑр татӑкӗсене тасатрӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сӑмалана кусарпа хырса тасатрӗ, хапхине вӗри шывпа ҫурӗ, кӑвак сӑрпа сӑрласа хучӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле васкаса мунча хутрӗ, юман милӗксем пӗҫерчӗ, Ванюшӑн тарпа пиҫнӗ ӳтне хӑех ҫуса тасатрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл йӑсӑрланса выртакан кӑвара таптарӗ, сивӗнсе кайнӑ пулӑ шӳрпине тӑкрӗ, котелокне хут листипе шӑлса тасатрӗ те хӑйӗн «складышне» хуҫлатса хучӗ…
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна та тап-таса тасатрӗ доярка.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.