Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тайӑлтарса тӑратнӑ валак тӑрӑх тимӗр шарика кустарса ярсан тата шарикӑн тӳрӗ линиллӗ траекторийӗ ҫывӑхне вӑйлӑ магнит лартсан, магнит вӑйӗн действине пула шарикӑн ҫулӗ кукӑрӑлать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Тайӑлтарса тӑратнӑ валак тӑрӑх ирӗклӗ чупса анакан шарик горизонтальлӗ сӗтел тӑрӑх тӳрӗ линипе куҫса пырать; анчах та, унӑн ҫулӗ ҫине авӑнчӑк хӳме лартсан, вара ҫак хӳме пӗр-пӗр положенире пулнӑ чухне шарик ун ҫуммипе куҫса пыма тытӑнать те, унӑн хӳме ӑшӗнчи траекторийӗ кукӑр линиллӗ пулать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Кӑмӑлӗ тулса ҫитнипе тем каласшӑн пулса ҫӑварне те уҫать кил хуҫи, кивӗ хапха хӑлтӑр-халтӑр тунине илтсе суха пуҫне ҫӗр ҫине васкамасӑр тайӑлтарса хурать, вара тин хапха енне ҫаврӑнса пӑхать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗр хӑрах аллипе витрене тайӑлтарса тытать, тепринпе, пӗҫерттере-пӗҫерттере те пиҫтерсе ярсах, кӑвара хӑвӑрттӑн иле-иле витрене пӑрахать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗр хӑрах аллипе витрене тайӑлтарса тытать, тепринпе, пӗҫерттере-пӗҫерттере, кӑвара хӑвӑрттӑн иле-иле витрене пӑрахать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Лука Павлович, сасартӑк шӗвӗр пӳрнине тӑратса, шӑпланма хушрӗ, пуҫне тайӑлтарса, уҫӑ чӳречерен итлерӗ:
57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Горпо членӗсем вара пыркаласа кӗҫӗтмен пуҫӗсене ҫӗлӗксене тайӑлтарса хыҫкаласа каяҫҫӗ.
Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.
Ҫиллӗ-тӑвӑллӑ, шамалса-пӑтранса килнӗ ҫумӑр мӑкӑнь ҫеҫкисене арпаштарса, тайӑлтарса хӑварнӑ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ҫав аслӑ хуҫа (Полина сулахай ал лаппине Аслӑ Шуйттан еннелле ҫӗклесе илчӗ) ҫитнӗ-ҫитменех мана: «Малашне санӑн, мана пулӑшса, ҫӗр ҫинче пурӑнакан этемсене тӗрлӗ киленӗҫсемпе илӗртсе, «пылак» япаласемпе ӳсӗртсе, ӑсран тайӑлтарса Турра хирӗҫ усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе пурӑнмалла, ҫынсене пурӑннӑ чухнех мана ҫеҫ пуҫҫапса, пуҫ тайса пурӑнма хӑнӑхтармалла», — терӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ку манӑн проблемӑ, — кӗлеткине стена ҫумне тайӑлтарса, сивӗ, суя кулӑ туртӑнтарса кӑларчӗ Митюк.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Пуҫне сӗвенмелли пукан хыҫӗ ҫумне тайӑлтарса ларакан следователь Виктор ҫине васкамасӑр пӑхса илчӗ.Откинув голову на спинку кресла, на него рассеянно смотрел судебный следователь.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Часах пӗрремӗш самолет сывлӑша ҫӗкленчӗ, плошадка ҫийӗн ҫаврӑнса тулӑ ани ҫинелле, сигнальщица ялавпа кӑтартнӑ ҫӗрелле, ҫул тытрӗ, ана хӗррине ҫитсен, икӗ хутлӑ ҫуначӗсене тайӑлтарса илчӗ, вара кӗрхи калча ҫине суперфосфат сапма тытӑнчӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сенкер вӑрӑм платье тӑхӑннӑ яштака пӳллӗ, сарӑ вӑрӑм ҫиветлӗ хӗр Куккук пулас; вӑл, хӳхӗмскер, аллисене меллӗн авкаласа, ҫинҫе пилӗклӗ кӗлеткине енчен-енне тайӑлтарса, мӑнаҫлӑн ярӑнса ташлать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Шыв ӗҫес килсен, Иван пичче насус урапи ҫинче ларакан витрене тайӑлтарса ӗҫтерет.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чӗресне тайӑлтарса куркасем ҫине пыл ката-ката яраҫҫӗ.Наклонив бочонок, зацепил солидный кусок меда, опустил в чашку.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Эсӗ капитан-и вара? — лайӑх тӗсес шухӑшпа мана ҫутӑ ҫӗрелле тайӑлтарса ыйтрӗ Том.— Ты капитан, что ли? — сказал Том, поворачивая меня к огню, чтобы рассмотреть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Эпӗ чи кайран тухатӑп, — евитлерӗ Хейль кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, ҫак тапхӑрта Блюм ӑна ҫамкине пӗркелентерсе, пуҫне кӑштах тайӑлтарса тимлӗн тӗсерӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Енчен те сана ҫак вырӑнта тепре курас тӑк, — Герд пуҫне вӑкӑр пек тайӑлтарса пӑрчӗ, — эсӗ манӑн умрах виле шӑтӑкӗ чаватӑн.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Карап тӗттӗмре вӑранчӗ, парӑссем ҫатлатаҫҫӗ; рейӑсен хушшинче ҫӑлтӑрсем сисӗнмеллех сахалланчӗҫ; брашпиль шатӑртата-шатӑртата ҫаврӑнать, кӗҫех хулӑн трос карапа кӑштах тайӑлтарса юшкӑнри яккӑра ҫӗклесе кӑларчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сикнӗ чух вӑл кимме тайӑлтарса ячӗ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.