Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавҫӑрса (тĕпĕ: тавҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл палӑртма пултарнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — халӑха мӗнле юрӑсем килӗшме пултарнине тавҫӑрса илме пултарнин ӑсталӑхӗ.

Феномен его успеха в том, что он смог предугадать, какие песни пойдут у публики на ура.

Shaman // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Shaman

— Кам пӗлнӗ эп урасӑр юлнине, кам туса хунӑ ҫӗннине? — тавҫӑрса илеймерӗм-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Леш «Йӑмра» хаҫатра тухнине, — сӑмах мӗн ҫинчен пынине тавҫӑрса илчӗ Рим та.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Костя тӑруках нимӗн те тавҫӑрса илеймерӗ-ха, хул лапаткисене выляткаларӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кайран, ачасем Костя хӑйне еплерех шахвӑртни ҫинчен каласа ӑнлантарсан тин, мӗн тери лайӑх мар ӗҫ тунине тавҫӑрса илчӗ Рим.

Куҫарса пулӑш

Каллех качака // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Рим нимӗн те ӑнланаймарӗ, учительница мӗншӗн ятлаҫнине те тавҫӑрса илермерӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех качака // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Кара кэзе! — ҫийӗнчех тавҫӑрса илет Рим.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Тӑхӑр пин ҫапса илнӗ! — туххӑмрах тавҫӑрса илчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Хӑй ҫине мӗншӗн ҫапла тӗлӗнерех пӑхнине Санька ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ пулас, ҫавӑнпа та лешӗ ыйтичченех ӑнлантарма та тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Сӑнран-тӗсрен те тавҫӑрса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

«Отряд вожатӑйӗ ӗнтӗ ку», — тавҫӑрса илчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Вӗсене Славик галстук ҫыхнинчен тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Рад-вад-ар! — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн каларӗ Радим, тен, аслисем мӗн те пулин тавҫӑрса илӗҫ-и тесе.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Вӑл мӗн пирки тухнине тавҫӑрса илме те — йывӑр мар — туссем милицире пулнипе.

Куҫарса пулӑш

Мир урокӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— А-а-а, вӑл халь апла-и! — тин тавҫӑрса илчӗ вӗрентекен, — кӑтартӑп-ха ӑна пуҫ пӳрнесем, шӑллӑм тесе тӑмӑп.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун маларах // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ҫакӑн сӑлтавне Алюшран пуҫне никамах та тавҫӑрса илеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ҫак кунсенче кунашкал сасса пӗрре мар илтнӗ хула ачи, мӗн сасси пулнине кӑна тавҫӑрса илеймен.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Вӑййа хутшӑнакансене креативлӑ заданисем панӑ: тик-токри трендсем ташламалла, блогерствӑпа ҫыхӑннӑ викторинӑна тавҫӑрса илмелле, юрӑ юрласа памалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн инспекторӗпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3833263

Кашни конкурсра ачасен, юмахсем тупсӑмне тупас, хӑйӗн тусӗ мӗн каланине тутисем тӑрӑх вуласа пӗлес, шкатулкӑра мӗн выртнине сӑнласа парас, чи кӑткӑс ребуссене татса парас, ертсе пыракан ҫын аллисемпе тата мимикӑпа ӑнлантарса паракан япаласемпе чӗрчунсене тавҫӑрса илес тесен, ӑс-хакӑлпа, тавҫӑрулӑхпа мӗн чухлӗ вӑй хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗре " Выляр-ха, чухлар-ха!" вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3816015

Васса ывӑлӗ темедле ӗнтӗ, анчах Микулай тавҫӑрса илеймест-ха.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех