Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑшра (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑта ытларах ҫывӑх тӑвансемпе уҫӑ сывлӑшра ирттерӗр.

Больше времени проводите на свежем воздухе в окружении близких для вас людей.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан йывӑр хуйхӑпа… ну, мӗнле каламалла ӗнтӗ, — кирлӗ сӑмах тупаймасӑр, Таня шӗвӗр пӳрнине сывлӑшра ҫавӑрса илчӗ, — хуйхӑпа… ну, ывӑннӑ е пусӑрӑннӑ тейӗпӗр, пуҫ мими ҫынна сывлӑха ҫиекен йывӑр шухӑшран хӑтарма хӑтланать, пурнӑҫа унччен хӑнӑхнӑ йӗркепе янӑ пек тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫав самантрах сывлӑшра ҫивӗч хурҫӑ ялтлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ялт ҫӳлелле ҫӗкленчӗ алӑ — вӑлта аври сывлӑшра ҫаврӑнса илчӗ те ҫырана пырса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗлт ҫӳлелле ывтӑнчӗ вӑлта хулли, сывлӑшра хура ҫурӑмлӑ пысӑк пулӑ авкаланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Юрать-ха, самана улшӑнчӗ, — хӗрарӑм чарӑнчӗ, шӗвӗр пӳрнипе сывлӑшра такама юнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӑн-кӑвак тӳпере чӗнтӗр евӗр ҫӳхе кӗмӗл пӗлӗт таткисем курӑнаҫҫӗ, сывлӑшра чӗкеҫсем хаваслӑн ҫуйхашса вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Каҫхи сывлӑшра ирӗк юрӑ аслӑ хирсем ҫийӗн инҫете вӗҫсе саланать.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулти «Алые паруса» отрядри ачасем Тамара Серафимовна Федотова ертсе пынипе уҫӑ сывлӑшра интереслӗ вӑйӑсене аса илсе, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та активлӑ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем уҫӑ сывлӑшра интереслӗ вӑйӑсене аса илсе, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та активлӑ ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... rn-3805016

Уҫӑ сывлӑшра хускануллӑ вӑйӑсем сывлӑха калама ҫук пысӑк усӑ кӳнине, ачасене савӑнтарнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем уҫӑ сывлӑшра интереслӗ вӑйӑсене аса илсе, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та активлӑ ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... rn-3805016

Уҫӑ сывлӑшра техӗмлӗ апат хатӗрленинчен ырри мӗн пур-ши?

Куҫарса пулӑш

Ялсенче чи маттуррисем те хастаррисем пурӑнаҫҫӗ // Н.СМИРНОВА. http://alikovopress.ru/yalsenche-chi-mat ... nacce.html

Хурсем хӗллехи сивӗсене парӑнмаҫҫӗ, уҫӑ сывлӑшра юр ҫисе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем пушӑ вӑхӑтӑн ытларах пайне уҫӑ сывлӑшра, активлӑ вӑйӑсенче ирттереҫҫӗ, час-часах хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ: автомобиль ҫулӗсем ҫумӗнче выляҫҫӗ, велотранспортпа автомобиль умӗнче пыраҫҫӗ, унран иртсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ, авари пулмалли хӑрушӑ лару-тӑру кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

Ҫирӗп чул тӑпраллӑ ҫӗре ваклама динамитпа усӑ курмалли ыйту тухса тӑрсан, хӗснӗ сывлӑшра сирпӗнӳ мӗнле пулассине никам та калама пултарайман.

Когда встал вопрос об использовании динамита для прохождения твёрдых пород, спрогнозировать результат взрыва при сжатом воздухе никто не мог.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Сывлӑшра 30 градус ӑшӑ пулсан ҫӗр улми йӑранӗсенче вӑл 27 градусран кая мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta

500 долларпа вӑл JN-4 Jenny биплан туяннӑ та тепӗр ҫур сехетрен пилотпа пӗрле ӑна сывлӑшра тӗрӗсленӗ.

Он приобрёл биплан JN-4 Jenny за 500 долларов и уже через полчаса в компании пилота испытал его в воздухе.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

«Малтан вӑл механик пулнӑ, — аса илнӗ тӗп инструктор Роберт Линч, — унтан парашютист тата сывлӑшра иртӗхекенскер пулса тӑнӑ».

«Сначала он был механиком, — вспоминал главный инструктор Роберт Линч, — затем стал парашютистом и воздушным сорвиголовой».

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Сывлӑшра 30 градус ӑшӑ пулсан ҫӗр улми йӑранӗсенче вӑл 27 градусран кая мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

Лешӗ, кунашкаллине кӗтменскер, ним тума пӗлмерӗ, пӗрре унталла кускаларӗ, тепре кунталла, шиклӗн ши-ши текелерӗ, шӗвӗр сӑмсине сывлӑшра вылятса илнӗ хыҫҫӑн кӗпе ҫухин хутламне йӑпшӑнчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Уҫӑ сывлӑшра, амӑшӗ, ҫакӑн пек витаминсем пур, ман шутпа: а, б, в, г, д, е… я таранах.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех