Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак енӗпе специалистсем пулнипе пӗр ял ҫыннисем е ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем сывлӑх енчен мӗнле те пулсан йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ҫӗр варринче пырса пулӑшу ыйтнӑ тӗслӗхсем чылай пулнӑ.
Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/
Сывлӑх енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан чи малтанах васкавлӑ пулӑшу уйрӑмне шӑнкӑравлатпӑр.
Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/
Енчен те ялта инкек сиксе тухас пулсан?
Картишӗнчи юра - ҫул ҫине // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ka ... ura-ul-ine
Петӗр комбайн ҫинчен сиксе аннӑччӗ кӑна — Павӑл механик мотоциклӗпе кӗрлеттерсе ҫитрӗ.
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Ара, ҫӗр тенкӗпе уйӑх ҫинех сиксе ӳкес ҫук, кермен те лартаймӑн.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Хӑрушлӑх сиксе тухсан вӑйлисем хӑйсене хӳтӗлеҫҫӗ, имшеррисем, куян йышшисем, тарма пикенеҫҫӗ.
Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.
Тепӗртакран: «Эп ыттисенчен мӗнрен кая», — терӗ пулас та йӑмран аялти туратти ҫине сиксе улӑхрӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Лупас айӗнчен чӑлтӑртти-чӑлтӑртти сиксе тухнӑ путек чутах ун урлӑ каҫса каятчӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Хӗлӗпе ним сас памасӑр пурӑннӑ курак пӗринче чӳрече сакки ҫине сиксе хӑпарчӗ, тем итлесе те тӑнласа ун-кун пӑхкаларӗ, унтан ҫине-ҫинех икӗ хутчен: «Кр-рак, кр-рак!» — терӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Шел, тен, унӑн та ҫав териех каяс килнӗ пуль кӑнтӑра, пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухни тытса чарнӑ пуль.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Пурте асӑрханӑ, хӑрушлӑх пекки сиксе тухсанах кушаксем хӑйсен ҫурисене ҫӑвара хыпаҫҫӗ те урӑх ҫӗре куҫараҫҫӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Амӑшӗ: «Иккӗн тан килтӗр апла?» — тесе ыйтсан Вова ним шарламасӑр чалт сиксе тӑчӗ, тем аса илсе пир хутаҫ патне пычӗ те унтан банка туртса кӑларчӗ.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Хапхаран мӑнукӗ, ун хыҫҫӑн уксах йытӑ якӑлт сиксе кӗнине курсан, латлӑ мара сиссе, Амӑшӗн аллинчи пӑтратмӑш чашӑкӗ шап тухса ӳкрӗ.
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Часах Тарзан та якӑлт-якӑлт сиксе ҫитрӗ, Вовӑна, пуҫне усса татӑлсах йӗрсе лараканскере, ҫамкаран йӑпӑлт-япӑлт ҫуласа илчӗ, вара хуҫипе юнашар пырса выртрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Мӗнле сасартӑк тӳнсе ҫывӑрса кайнӑ, вӑранма та ҫаплипех сасартӑк, шарт сиксе вӑранса кайрӗ Вова.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Йытӑ, малти хӑрах урине ҫӗклесе, якӑлт сиксе хӑй пит аван пӗлекен ҫӗре — картон ешчӗкелле — чӑмрӗ, ача урисем ҫине лапах кӗрсе ӳкрӗ, тав туса ешчӗк хуҫине питрен япӑлт тутарчӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Пач кӗтмен чух савӑнса чалт сиксе илчӗ Вова.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Пӗррехинче, сӗм ҫӗрле, Мамипе Ашшӗ пит хытӑ хирӗлнӗ чух сасартӑк шарт сиксе вӑранса кайнӑччӗ вӑл.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Шутла эс: тӗнчере чи ҫӳле сиксе, чи йывӑр лава туртса, ташласа, ҫӗмрен йӗппи пек хӑвӑрт чупса тӗлӗнтерекеннисем вӗсем хресченсем валли мар.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӗтмен пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ, бригадир патне Арҫук мучи пынӑччӗ те: — Вихтӗре те, пӗсмӗлле, вӑтӑр ҫырӑр, — тенӗччӗ вӑл шӗвӗр те шап-шурӑ сухалне шӑлкаласа.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.