Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самолетсем (тĕпĕ: самолет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Оборона фондне, танксемпе самолетсем тума пӗр миллион тенкӗ ытла укҫа кӗртеҫҫӗ Уписем.

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Ҫавӑн пекех вӑл сасӑран хӑвӑртрах вӗҫекен транспорт самолёчӗсен (ҫак самолетсем Ҫӗр чӑмӑрӗн атмосферине пысӑк сиен кӳме пултарасран шикленнӗрен) аталанӑвне хирӗҫ тӑрать.

Он также выступает против развития сверхзвуковых транспортных самолётов, опасаясь воздействия, которое эти самолёты могут оказать на атмосферу Земли.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-28, Ан-30, Ан-32, Ан-72, Ан-74, Ан-124, Ил-76, Л-410, Ту-134, Ту-154, Ту-204, Ту-214, Як-40, Як-42, Airbus 319, Airbus A320, Airbus A321, ATR 42, ATR 72, Boeing 737, Boeing 747, Boeing 757, Boeing 767, Boeing 777, Bombardier CRJ 100/200, Embraer EMB 120 Brasila, 3-4 классен йышне кӗрекен ытти самолетсем, пур йышши вертолётсем.

Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-28, Ан-30, Ан-32, Ан-72, Ан-74, Ан-124, Ил-76, Л-410, Ту-134, Ту-154, Ту-204, Ту-214, Як-40, Як-42, Airbus A319, Airbus A320, Airbus A321, ATR 42, ATR 72, Boeing 737, Boeing 747, Boeing 757, Boeing 767, Boeing 777, Bombardier CRJ 100/200, Embraer EMB 120 Brasilia и другие типы ВС 3-4 класса, вертолёты всех типов.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Паттӑр салтаксем тӑшмана унта ямаҫҫӗ, тем чухлӗ самолетсем вӗҫеҫҫӗ тӳпере, урам тулли танксем кӗрлеттерсе иртеҫҫӗ — ҫӗр чӗтрет, салтаксем таплаттарса утаҫҫӗ, хӑшӗсем хулпуҫҫи ҫине йӗлтӗр тытнӑ, хӑшӗсем машина ҫинче, юланутлисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытти хуласенче самолетсем тума укҫа пухаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самолетсем кайрӗҫ, самолетсем

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн батальон тӗрлӗ-тӗрлӗ стройкӑра офицерсем валли хваттерсем, аэродромсенче самолетсем валли ангарсем, ҫар валли тата ытти обӳектсем тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ачасем тавра тем пысӑкӑш туратсем самолетсем пек кармашса вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Самолетсем почтӑна, грузсене тата пассажирсене ССР Союзӗн чи аякри вырӑнӗсене те питӗ хӑвӑрт турттарса ҫӳреҫҫӗ.

Самолеты очень быстро перевозят почту, грузы и пассажиров даже в самые отдаленные места Союза ССР.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Самолетсем часах каялла вӗҫсе кайнӑ.

Вскоре самолеты улетели.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Самолетсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса пӑр ҫине аннӑ та челюскинецсене лартса кайнӑ.

Одни за другим опускаются самолеты на льдину и увозят челюскинцев.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Самолетсем пырса ларма юрӑхлӑ вырӑнсем шырама, вӗсене тасатма тытӑннӑ.

Начинаются поиски и расчистка площадок для посадки самолетов.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав тӗлӗшпе кашни ҫул вӑйлӑ ледоколсем, самолетсем хатӗрлесе экспедицисем яраҫҫӗ.

С этой целью каждый год посылаются экспедиции из мощных ледоколов и самолетов.

Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Мӗн ачаранпах мана самолетсем килӗшетчӗҫ, вӗсемпе ҫыхӑннӑ пур япаласем те, ҫавӑн пекех ҫемьере те, шкулта та патриотла воспитани парасси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑратчӗ, - аса илет ветеран.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Самолетсем, дирижабльсем, автомобильсем, пӑр ҫӗмӗрекен пароходсем (ледоколсем) шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн пырса кӗме ҫук чи пушӑ вырӑнсене те ҫынсем ҫитсе курма тытӑннӑ.

После изобретения самолетов и дирижаблей, автомобилей и пароходов-ледоколов люди могут пробираться в самые пустынные, самые недоступные места.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку вӑл йӑнӑш калани ҫеҫ, эпӗ паянхи летчик, эпӗ те самолетсем пур ҫӗрте пурӑнатӑп…»

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп каласа панӑ Миронова та фронтра пулнӑ, кайран кунта самолетсем валли темле краҫҫын хатӗрлекен институтра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав самолетсем ҫинчен анакансем, темӗн пысӑкӑш ТУ самолета курнӑ-курман чарӑнса, ҫав хӑватлӑ машинӑна вӑрахчен пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку йышши самолетсем пӗрисем ҫывхарчӗҫ, теприсем вӗҫсе хӑпармалли полоса вӗҫӗнче курӑнми пулчӗҫ — никама та кирлӗ мар ҫуран ҫӳрекен ҫынсем пек.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Экскурсантсем умлӑн-хыҫлӑн утса трап тӑрӑх хӑпараҫҫӗ, унтан, ҫӗре ансан, вӑрахчен самолетсем умӗнче куҫӗсене каҫӑртса тӑраҫҫӗ — хӑйсем питӗ пӗчӗккӗн курӑнаҫҫӗ, Гулливер умӗнче лилипутсем тӑнӑ пекех…

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех