Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫне (тĕпĕ: савӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗн авалтан Сабантуй пур национальноҫ, пур тӗн ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хисепленине, культурӑсем пӗр-пӗринпе хутшӑннине кӑтартса парать. Паян тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем пирӗн округӑн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен уяв савӑнӑҫне пайлама пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн округӑн ҫак ырӑ йӑли малашне те упранса юлтӑр. Ҫакӑн пек уявсене пула пирӗн ялсем илемленеҫҫӗ, хӑтлӑланаҫҫӗ. Ҫынсем пысӑк, чаплӑ уяв ирттерес тесе пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Петюк савӑнӑҫне ниҫта чикеймесӗр чӑлтти-чалтти сиккелерӗ, машина парнене апла та капла ҫавӑркаласа пи-ип! на-арт! текелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Тетей савӑнӑҫне пытармарӗ, кӑмӑллӑн кулчӗ, ҫав самантра иккӗшне те ыталаса илсе чуп тума хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӑна ашшӗпе танлаштарни питӗ кӑмӑла кайнӑ Тетее, савӑнӑҫне ниҫта чикме пӗлмест вӑл ун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл савӑнӑҫне пытараймасӑр пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӗрлӗҫырсем те, киввӗренерсем те хӑйсен савӑнӑҫне пытармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Аннӳ сана та савӑнӑҫне пайласа пачӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Москакасси территори пайӗнчи Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансен савӑнӑҫне паян ниепле те пытарма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

— Хвекла аппа мӗн шухӑшлать-ха тата? — терӗ вӑл, савӑнӑҫне пытараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савӑнӑҫне те, хуйхи-суйхине те пӗрле пайлӑпӑр, пӗрле ӗҫлӗпӗр, пӗрле пурӑнӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗринпе курса калаҫма тӳр килнишӗн савӑнӑҫне пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Анчах эпӗ пӗччен мар, тепӗр билет туянмалла пулать, — терӗ савӑнӑҫне пытармасӑр хӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Паянхи кун маншӑн ҫав тери телейлӗ, юмахри пек килсе тухрӗ, — терӗ хӑйӗн савӑнӑҫне ача пек пытармасӑр анчах килни.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унӑн ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑма тӑсӑлакан хӑватлӑ Атӑл хӗррине хӑвӑртрах ҫитсе унпа савӑнӑҫне пайлас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Тав туни, паллах, лайӑх, — терӗ вӑл та савӑнӑҫне пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван, савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр, ҫав ҫич ураллӑ шурӑ лашапа патша патне васкать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Савӑнӑҫне ниҫта чикеймест Анюта.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аслисене уйӑрса кӑларасшӑн, ҫӗнӗ паҫмасем касса парасшӑн, — пайларӗ пӗррехинче вӑрҫӑ умӗн ҫемье пуҫӗ савӑнӑҫне Ермолайпа.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Микул хӑйӗн тачка арӑмӗпе, Елиссапа пилӗк ывӑл ӳстерсе ҫитӗнтерчӗ, ҫемье хушӑнса пынишӗн савӑнӑҫне ниҫта хума пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен вӑйӗ пулмасан та, тем пек выртса канас килсен те вӑл чӑтрӗ, ӑнланчӗ — хуйхӑпа пӗкӗрӗлнӗ ҫынсем ыттисен савӑнӑҫне те пулин пӗрле пайласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех