Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнчӗ (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак каҫ Виктор Нина ҫине вӗҫӗмсӗр юратса пӑхрӗ, каллех пӗрле пулнӑшӑн чунтан савӑнчӗ, хаваслӑн шӳтлерӗ, тӗрлӗ ҫепӗҫ сӑмахсем каласа ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӑл, яланхи пекех, тӗкӗр умӗнче ҫаврӑнкаларӗ, вӗҫӗмсӗр хӑй ҫине пӑхса савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Савӑнчӗ хӑй эпир пырсан.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пуринчен ытла Елена Федотовна ҫакӑн пек ӑшшӑн, кӑмӑллӑ калаҫушӑн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ калаҫӑва мӗн ҫитӗ?! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cava-mn-it

Чӑнах та чунтанах савӑнчӗ вӑл ун чухне, хамӑр та унпа пӗрле хӗпӗртерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Вӑл ҫынах пулнине курсан, Тетей чунтанах савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юлашки экзаменсене аван тытса пединститутран вӗренсе тухса алла диплом илнӗ хыҫҫӑн савӑнмаллипех савӑнчӗ Тетей пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чунӗнче савӑнчӗ вӑл, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пырать, ҫавнашкал килсе тухасса шутламан та, ӗмӗтленмен те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Санӑн ҫавнашкалах хумханма кирлӗ марччӗ, Элиме, — вӑл ӳпкевлӗн, ҫав вӑхӑтрах юратса пӑхрӗ хӗр ҫине, вӑл килнишӗн ҫав тери савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗчӗк ачаллах савӑнчӗ Элиме.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей машина туяннине пӗлсен, арӑмӗ питӗ савӑнчӗ, унран уйрӑлма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Камай пӗтӗм чунпа канчӗ хайӗн килӗнче, ҫемйине савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫуртне хӑй ҫине ҫыртарчӗ, вара савӑнмаллипех савӑнчӗ, вӗт тӑван кил-ҫурт ун аллинче!

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫак кунсенче Любовь Кузьмина «Туслӑхсен» ытамӗнче пулчӗ, чӑваш юрри-ташшипе киленчӗ, хӑй ҫӗлесе тӑхӑнтарнӑ, чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ чӑн чӑваш тумӗсене курса савӑнчӗ, ӑшӑ саламсем йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Хурапыр Юнтапара ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра пурӑнакан Михаил Емельянов та район хаҫатне алла тытма май пулнишӗн питех те савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Вӑл пӗр савӑнчӗ, пӗр хурланчӗ, такама тарӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ак кам ачи иккен ку, — савӑнчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем пек савӑнчӗ ҫакӑншӑн председатель, тем пек тав турӗ ӑслӑ хӗрарӑма, вӗсен шкула ҫӳрекен ачисене тумтирпе пулӑшма сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пулӑ ҫитереҫҫӗ тенине вуласан, шыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ иккен тесе, савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех