Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑннине (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем савӑннине курсан кӑмӑл ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Вӗсем хулапа ял ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗпленсе, округ халӑхӗн ӗҫри хастарлӑхӗпе ентешлӗхӗн авторитечӗ ӳссе пынине, ҫавӑнпах пӗрлехи ҫитӗнӳсемшӗн савӑннине уҫҫӑн палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

РФ Патшалӑx Думин депутачӗ Aнатолий Аксаков ЧР Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗрпӳ районӗн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫa аталантармалли программине сӳтсе явнине, Метикасси ял тӑрӑxӗнче ферма туса лартнӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem

ЧР Пуҫлӑxӗ Олег Николаев ял ҫыннисене ӗҫпе тивӗҫтерме тунӑ фермӑна хута янӑшӑн кунта пухӑннисемпе пӗрле савӑннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem

Ачасемпе мӑнуксем куҫ тулли тӑни, вӗсене курса савӑннине мӗн ҫиттӗр?

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Тарӑхни те, ҫав вӑхӑтрах бригадир килсе ҫитнишӗн савӑннине пытарманни те сисӗнчӗ Тоня сассинче.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ваҫиле ҫемьере аслӑ ывӑлӗ Толик, унтан Венька ҫуралсан вӗсем Ванюшпа мӗнле савӑннине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак амӑшӗн чӗрине ыраттаракан сасӑра Хвекла ют хуйхӑшӑн такам савӑннине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр Шывхуҫи кӑна ҫак тискер ҫанталӑкпа пӗрлешсе янраттарса кулать, ачисем асапланнине пӑхса шутсӑр савӑннине пытарма та шутламасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ара, ҫапла пулмасӑр — халиччен вӑл ҫакнашкал савӑннине килтисенчен никам та курман-ҫке…

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Янтул шӑллӗ апла! — чӑнах савӑннине тата хытӑрах палӑртма пуҫларӗ хула ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Марина Николаевна волонтерсен йышне 8 ҫултан иртейнӗ ачасем те кӗнӗшӗн савӑннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Ял хутлӑх администрацин пуҫлӑхӗ Ирина Захарова тата Константин Казанцев тракторист та кунӗпе пирӗнпе юнашар пулчӗҫ, - тунӑ ӗҫсемшӗн савӑннине пытармарӗ Марина Анатольевна.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Вӗсем ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн савӑннине палӑртрӗҫ, ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене ашшӗн ҫутӑ сӑнарне асра тытнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Радий Фаритович боецсен тылӗ ҫирӗп пулнӑшӑн – лайӑх, туслӑ ҫемьесемшӗн савӑннине палӑртнӑ.

Радий Фаритович отметил, что испытал радость за то, что у бойцов СВО такой крепкий тыл – хорошие, дружные семьи.

Радий Хабиров СВОна хутшӑнакан боеца панӑ сӑмахне пурнӑҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3393756

Путин Васильева чӑн-чӑн халӑх артисчӗ пулнине, унӑн пултарулӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, уҫӑмлӑхӗпе миллионшар куракансем савӑннине палӑртнӑ.

Путин указал, что Васильева была подлинно народной артисткой, миллионы зрителей восхищались ее талантом, мудростью и открытостью.

Путин Вера Васильева актриса вилни тавӑрайми ҫухату тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... en-3380774

Эпӗ икӗ ватӑ ҫын ыталанса савӑннине текех вӑрттӑн сӑнаса тӑмарӑм — зала кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫакӑн ҫинчен хӑҫан та пулсан калаҫнӑ-и вӑл ывӑлӗсем хушшинче, ҫакӑншӑн епле савӑннине пӗрре те пулсан палӑртнӑ-и?..

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Е ку хӗвре ларнӑшӑн савӑннине пӗлтерет-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унӑн пит-куҫӗ каллех ҫуталса кайрӗ, ҫапах та ку ҫутӑ пӗтӗм чун-чӗре савӑннине палӑртакан паҫӑрхи ҫутӑ пекех ӑшшӑн йӑлкӑшмарӗ халь.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех