Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнас (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, ма савӑнас ҫук вӗсен: лаша ҫавӑтса тертленмелле мар, сӳрелеттермеҫҫӗ вӗсене, пӑрушка-мӗн пӑхтармаҫҫӗ, иртен пуҫласа каҫчен пилӗк автармаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Темшӗн пурпӗр савӑнас килмест.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӗншӗн малтанах савӑнас, мухтанас?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Лукарье савӑнас вырӑнне хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарьен Анук асапланнине курса савӑнас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Манӑн мӗншӗн савӑнас!

Куҫарса пулӑш

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Вӑл хӑй мӗн каланине халь хӑй те ӑнланмасть, пӗтӗмпех лайӑх, калама ҫук лайӑх пулса пынине тавҫӑрса илеймест, унӑн савӑнас пулать, ҫак киревсӗр, ӗҫе пырса тивмен сӑмахсене калас пулмасть.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирлен савӑнас та, макӑрас та килчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен калаҫӑвне хутшӑнас, вӗсемпе пӗрле савӑнас, хумханас килчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑрмантарассӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗҫлеме пултарнӑшӑн савӑнас пулать, ҫак аслӑран аслӑ правӑпа усӑ курма пӗлменшӗн, этем ятне ярса, тивӗҫне манса пурӑннишӗн макӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпир кашниех, хӗрӗ-хӗрарӑмӗ, ҫамрӑкки-ватти, чӗре кӑмӑллакан, чун туртакан ӗҫре ӗҫлеме пултарнишӗн савӑнас вырӑнне!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Савӑнас вырӑнне!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Савӑнас пулать, Анюк, савӑнас пулать пирӗн ҫӗр-шыв ывӑл-хӗрӗ усал вӑрҫӑран та чун-чӗре чеченлӗхне ҫухатмасӑр таврӑннишӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑн та, вӑл та ҫамрӑк пулнӑ, унӑн та хӑй вӑхӑтӗнче савӑнас килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пурӑнас килет тӗнчере, савӑнас килет…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӗрулми кӑларса пӗтернӗпе пӗрех, колхозра хальлӗхе урӑх ӗҫ ҫук — апла тӑк сӑлтав пур чухне мӗншӗн эрех-сӑра ӗҫсе савӑнас мар?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ара, мӗншӗн савӑнас мар-ха: мана шанаҫҫӗ, манран пулӑшу кӗтҫҫӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑра кӗрте тунине пӑр айӗнчен кӑларас, Ҫимӗк ҫинче пулманне кӗҫӗрхи каҫ савӑнас».

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюкӑн шыва кӗрес, савӑнас кӑмӑлӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ма савӑнас мар ун пек упӑшкапа Кӗтерукӑн, а ман… сӗтел хушшинчех ҫывӑраканскерпе… эй, яй-яй, упӑшка ятне илтсе пурӑн…

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех