Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
В.Смирнов трактористсен курсне пӗтерсен виҫӗ ҫул Германи ҫӗрӗ ҫинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Награда хуҫине тупнӑ» // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bda/

Каярах вӗренӳ вӑхӑтне 9 ҫулччен кӗскетнӗ; Мария Фёдоровна императрица шутланӑ тӑрӑх, «кун пек нумай вӑхӑт иртсен ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен килӗсене таврӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ», ҫапла вара 1797 ҫулта чи кӗҫӗн ҫулхи ӳсӗмрисене вӗрентессине пӗтернӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн вӗренекенсем виҫӗ ӳсӗме пайланнӑ: «сенкер», «сӑрӑ» тата «шурӑ» (асли); «мещен уйрӑмне» 10 ҫултанпа йышӑнма тытӑннӑ.

Позже срок обучения был сокращён до 9 лет; императрица Мария Фёдоровна считала, что «дети в продолжение такого долгого времени до того отвыкают от родителей, что, по окончании курса, возвращаются домой с отвращением» и в 1797 году был ликвидирован самый младший возраст; теперь воспитанницы разделялись на три возраста: «голубой», «серый» и «белый» (старший); в «мещанское отделение» стали принимать с 10 лет.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Тӗревсене туса пӗтерсен хурҫӑ троссене тӑсма тытӑннӑ, вӗсем ҫинче кӗперӗн тӗп пролетне ҫакса хумалла пулнӑ.

После завершения строительства опор началось протягивание стальных тросов, на которых предстояло подвесить главный пролёт моста.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Суса пӗтерсен асламӑшӗ сӗте кӑкшӑма стаканпа виҫе-виҫе ярать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тепӗр кунхине, кӳршӗсенне ҫӗр улми лартса пӗтерсен, Вихтӗр, самантлӑха ирӗкленнипе усӑ курса, урамалла тухса вӗҫтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсене чӑртлаттарса пӗтерсен асаннӳсем те, хамӑр та пӗтрӗмӗр вара: нимсӗр, алӑсӑр-урасӑр тӑрса юлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шуратса пӗтерсен ҫӗр улмине ҫурмалла туса Вихтӗр асламӑшне сӑйлама пӑхать, лешӗ килӗшмест, пуҫне енчен енне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Йӑмӑкне вӗҫне ҫити итлесе пӗтерсен, Чубай васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ, ку унӑн уйланӑ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сакӑр класс пӗтерсен сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн ҫак йӑмра патӗнче пӗрремӗш хут чуп тунӑ вӑл Шерпикене.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Барабинскра пурӑнаҫҫӗ, аннен прописка унта, ӑна хваттер панӑ, вакунсене пӗтерсен, атте манпа Мускавра хваттер илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл Ураскилтри вӑтам шкула пӗтерсен Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн алӑкне уҫнӑ, студент пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Ӗнене тасатса пӗтерсен, кил хуҫи кӗлет сулхӑнне кайса ларать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хӑйне бригадир уйӑрса панӑ лаптӑка ҫулса пӗтерсен: — Атя, кайрӑмӑр, — тет вӑл ывӑлне кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Медсестрасен курсне пӗтерсен Лидия Сергеевна Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнчи больницӑра вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Шкул пӗтерсен этемлӗхӗн черчен пайӗ шут ӗҫченӗн специальноҫне алла илнӗ те тӑван колхозах таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Вӗсемпе ӗҫ пӗтерсен те, Тамарӑн Ҫип Ҫӑмхи текен юлташ пур.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асӑннӑ училищӗне лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтерсен Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-Пӑшаллӑ вӑйӗсенче контрактпа службӑра тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Лаш Таяпари В.В. Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 9 класс пӗтерсен 2011 ҫулта Шупашкарти 19-мӗш номерлӗ профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ — сварщик дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Вӗренсе пӗтерсен, ӑҫта та пулин ӗҫлемеллех.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫаплаччӗ вӑл Аркадий Давыдович: — Ну, юрӗ, — текелетчӗ, «чӳрече ҫине мӗн ҫырса хунине пӗтӗмпех вуласа пӗтерсен», Алмазов мӗн ӳкернине ыйтса пӗлетчӗ те литературӑна ӑнлантарма ҫӗнӗ хавхаланупа пикенетчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех